Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут сулам-варман ташмане

29 июля 2016 г.

24 июня 2016 г.

 

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ майăн 22-мĕшĕнчен пуçласа пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă режимне туса хунă. Çакă уйрăмах вăрмансене пырса тивет. Вут-кăвартан асăрханас тесен мĕн тумалла-ха? Сыхăлăх йĕркисене Раççей Федерацийĕн «Пушар хăрушсăрлăхĕ» Федераци законĕпе тата Вăрман кодексĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ. Пушартан сыхланмалли ятарлă режим. Ăна хăрушлăх тапхăрĕнче вырăнти террито- рисенче туса хураççĕ. Çак тапхăрта вут-кăвартан сыхланмалли хушма требованисене çирĕплетеççĕ. Çынсем пурăнакан вырăнсен тулашĕнче вут-кăвара вăхăтра сỹнтермелли майсене палăртаççĕ. Вăрманта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснăшăн уйрăм çынсене 4-5 пин тенкĕ, должноçри çынсене 20-40 пин тенкĕ, юридици сăпачĕллĕ çынсене 300-500 пин тенкĕ таранччен штраф тỹлеттереççĕ. Кунсăр пуçне камăн-тăр айăпĕпе вăрманта пушар кăларнăшăн айăплисене административлă майпа явап тыттараççĕ: уйрăм çынсене 5 пин, должноçри çынсене 50 пин, юридици сăпачĕллĕ çынсене 500 пин тенкĕрен пуçласа пĕр миллион тенкĕ таранччен штрафлама пултараççĕ. «Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденийĕ çынсене вăрманта асăрхануллă пулма, çутçанталăк пуянлăхне упраса хăварма чĕнсе калать. Аса илтеретпĕр: типĕ курăка, çỹп-çапа ан çунтарăр, сăлтавсăрах кăвайт ан чĕртĕр. Çавăн пекех сигарет тĕпĕсемпе шăрпăка лайăх сỹнтермесĕр ан пăрахăр. Енчен те кăвайт чĕртме тивсен, çывăхра шыв пур вырăнсене суйласа илĕр. Кайран кăвара лайăх сỹнтерсе хăварăр. Вут-çулăм çамрăк лăсăллă вăрмансенче уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине те манмалла мар.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика