Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăкăр – хытă ан мĕкĕр!

02 марта 2013 г.

ПĂЧĂРЛĂ Пашьелĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлекенсем сахал мар. Вĕсенчен пĕрисем – Мандрюковсем.

Владимир Александровичпа Надежда Николаевна ялта хисеплĕ çынсем. Вĕсем çак ята ĕçченлĕхпе çĕнсе илнĕ. Хăтлă та тĕреклĕ çурт-хуралтă тытса тăракансем ир пуçласа каçчен пушанаймаççĕ тесен те йăнăш мар. Халап çапса, алă усса ларма вăхăт çук вĕсен. Кил хуçи арăмĕ, ялти вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕн (е ваттисен çурчĕн) ертÿçинче вăй хураканскер, ĕçе кайиччен те, таврăнсан та мăшăрĕпе юнашар хуçалăхри ĕçсене пурнăçлать. Хĕрарăм валли ахаль те кил хушшинче ĕç сахал мар, апла пулсан та Надежда Николаевна выльăх-чĕрлĕх патне те тухма ĕлкĕрет.

Паллах, картиш – арçыннăн территорийĕ, хуçи унăн – çемье пуçĕ. Çавăнпа та "чĕлхесĕрсене" пăхассине Владимир Александрович хăй çине илнĕ. Унсăр пулма та пултараймасть, этемлĕхĕн вăйсăр çуррине картара тăракан 7 вăкăрпа "тытăçма" çăмăлах мар. Пÿлĕмсенче тăракансем ним мар сĕксе йăвантарма пултараççĕ.

Акă вĕсем 1 çул та 3 уйăхри вăкăрне сутса (какая çавăрса) 50 пин ытла тенкĕлĕх çемье бюджетне пуянлатнă. Кил хуçи пĕлтернĕ тăрăх, картари "чĕлхесĕрсем" иртнĕ уйăхра 30 килограма яхăн ÿт хушнă. Ял çыннисем ĕнисене "чуптарма" та кунта илсе килеççĕ. Ăратлă вăкăрсем пуртан Пăчăрлă Пашьелĕнчи ĕнесем хĕсĕр юлас хăрушлăх çук. Мандрюковсен хуçалăхĕнчи ĕне, икĕ сысна та укçа-тенкĕ çăл куçĕ.

– Ялта пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх усрама пăрахса пынинчен тĕлĕнетĕп, – чунне уçать Владимир Мандрюков. – Чăваш çынни мĕн авалтан ĕçре пиçĕхсе пурăннă. Пирĕн те çаплах пулмалла та. Тăрăшсан, кахалланмасан ялтах çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма пулать. Паллах, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çăмăл ĕç мар, укçа-тенкĕллĕ пуличчен çанă тавăрса нумай ĕçлеме тивет. Выльăх-чĕрлĕх хăйне пăхнине юратать.

Йышлă выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма апачĕ те сахал мар кирлĕ. Ку енĕпе те аптăрамаççĕ ĕçчен çынсем. Вĕсем 6 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăкран хăйсене çителĕклĕ утă хатĕрлеççĕ, ытлашшине сутаççĕ. Хуçалăхра трактор, ял хуçалăх техники пулни ĕçсене чăрмавсăр тата вăхăтра пурнăçлама май парать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика