Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти çерçи выçă вилмĕ, – тет Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ

02 марта 2013 г.

 "Нумай та пĕтет, сахал та çитет" текен каларăша тĕпе хурса пурăнаççĕ Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче. Пĕчĕккĕн пусса пырсах малалла аталанаççĕ кунта. Йывăрлăхсене парăнтарма, çивĕч ыйтусене татса пама та пĕлеççĕ. Районта чи лайăх ĕçлесе пыракан ял тăрăхĕсенчен пĕри шутланать.

Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсенче пурĕ 1749 çын пурăнать, 796 хуçалăх шутланать. Пушă çуртсем те сахалах мар. Çамрăксем ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвĕсене малалла ÿстерес тĕлĕшпе хуласене каяççĕ те вĕсенчен нумайăшĕ çавăнтах тĕпленеççĕ. Çакна пулах ялсем ватăлса пыраççĕ, кермен пек çуртсенче стариксемпе карчăксем кăна пурăнаççĕ. Тĕрĕсрех каласан, çамрăк ăру çĕр ĕçĕнчен писсе пырать, çăмăл пурнăç шыраса, вăрăм укçа хыççăн хăваласа ютра тымар ярать, хваттер тара тытса пурăнать.

– Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тăван тăрăхран сивĕнни чуна ыраттарать, – пăшăрханăвне пытармасть ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Угарин. – Ĕçрен хăраман, ĕçлеме ÿркенмен çын ялта та лайăхах пурăнма пултарать. Шел, çакна нихăшĕ те ăнланасшăн мар. Çуралнă кĕтесре юлса йăх-несĕле малалла тăсас вырăнне çичĕ ютра çÿреççĕ. Вĕсем валли хулара та янтăласа хуман. Пĕлнĕ тăрăх, ялтан кайнă çынсенчен нумайăшĕ хваттерсене тара илсе çеç пурăнать, ĕç укçи те пысăк мар, ытлă-çитлĕ пурăнакансем те йышлăн тесе калаймăн.

Тĕрĕсех калать Валерий Васильевич, 80-90-мĕш çулсенче çуралнисем ĕçе хăнăхса, юратса çитĕнмерĕç. Çак вăхăтри самана улшăнăвĕ те хăйĕн вăрлăхне акса хăварчĕ пулмалла. Ял çамрăкĕ (вĕсем кăна та мар) çăмăл пурăнма тĕллев лартрĕ, укçа-тенкĕ тупмалли çăмăл майсем шырарĕ. Анчах ялта пурăнакансемех кунта чипер пурăннине курса ĕненме пулать.

– Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем, çĕр ĕçĕпе аппаланакансем нихăш енчен те начар пурăнаççĕ тесе калама чĕлхе çаврăнмасть, – сăмахне малалла тăсать Валерий Васильевич. – Вăкăрсем самăртакансем, сыснасем çăвăрлаттарса çурасем сутакансем, ĕнесем тытакансем йышлă пирĕн. Ялта выльăх-чĕрлĕх усрамасăр, пахча çимĕç туса илмесĕр пурăнаймастăн. Шăпах ял хуçалăх продукцийĕ халăхшăн укçа-тенкĕ çăл куçĕ пулса тăрать те. Ĕçлеме ÿркенмелле кăна мар, вара "ялти çерçи выçă вилмĕ".

Ялсене çĕнетес тĕлĕшпе те сахал мар тăрăшаççĕ Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче. Уйрăмах тирпей-илем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Йĕркене пăсакансемпе вирлĕн кĕрешеççĕ. Ирĕкре чупакан йытăсен шутне пĕтерессипе те ĕçлеççĕ. Анчах çакна тума пĕрре те çăмăл мар.

Юлашки çулсенче çынсем килĕсене шыв кĕртнĕ. Ялта 13 километр шыв пăрăхĕ хывнă. Шел, хальлĕхе "Таса шыв" программăна туллин пурнăçа кĕртме май килмест-ха. Ял халăхне шывпа икĕ башня тивĕçтерет, "Палтиел тинĕсĕнчен» шыв килме пуçламан-ха.

– Кивĕ масар картине çĕнĕрен тытса çаврăнтăмăр, – туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. – Ял масарĕ, унăн таврашĕ яланах тирпейлĕ пулмалла. Унта пирĕн тăванăмăрсем выртаççĕ. Карл Маркс урамне те хăтлăх кĕртесшĕн, яка-тикĕс çул сарасшăн. Паллах, тата ытти ĕçсене тума палăртнă. Веçех ялсемшĕн, вĕсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшатпăр.

Тăрăхра сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шутне ÿстерессишĕн, сиенлĕ йăласенчен пистерессишĕн те сахал мар ĕçсем тăваççĕ. Ялти çынсемпе спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ, «çавра сĕтел» хушшинче калаçусем ирттереççĕ. Шел, çамрăксен шучĕ чакса пынăран спорт ăмăртăвĕсене туллин ирттерме май килмест. Акă мини-футбол командине те пуçтарма пултарайман, иртнĕ çулхи район чемпионатне хутшăнайман. Çакă футбол вăййисене чунтан парăннă Валерий Угарина питĕ пăшăрхантарать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика