Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплет ял-йыш

27 февраля 2013 г.

КАНАШРИ перекет банкĕн Шăмăршăри хушма офисĕн Пăчăрлă Пашьелĕнчи уйрăмĕнче В. Чегаева 20 çул ытла ĕçлет ĕнтĕ. Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать Вера Николаевна, уйрăма килекен ял çыннисене яланах ăшшăн кĕтсе илет, вĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене туллин пурнăçлама тăрăшать. Çакăншăн ял-йыш хисеплет те ăна.

В.Чегаева ял çыннисенчен электроэнерги, газ, тĕрлĕ налуксен тÿлевĕсене, перекет банкĕн управне хуракан укçа суммисене тата ытти тÿлевсене йышăнать. Кунтах граждансем банк карттисем тăрăх ĕç укçи, пенси илеççĕ.

Пархатарлă ĕçшĕн, професси ăсталăхĕшĕн перекет банкĕн администрацийĕ Вера Николаевнăна Грамотăпа, Тав хучĕпе чысланă.

Хĕрÿ ĕçре вăхăт сисĕнмесĕрех малалла шăвать. Февралĕн 25-мĕшĕнче Вера Николаевна хăйĕн 50 çулхи юбилейне палăртрĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна юратнă мăшăрĕ, икĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕпе кинĕ, тăватă мăнукĕ, тăванĕсем, кÿршисем, ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр, ĕçре ăнăçу сунчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика