Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытларах, лайахрах пултар

07 февраля 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ялхуçалăхне аталантарас ыйтăва та, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отрасльне çĕклес ыйтăва та çĕклерĕ. Ялхуçалăхĕнче нихăçан та çăмăл пулман, çапах та хресчен йывăрлăхсенчен хăрамасть. Çакна хамăр район тĕслĕхĕпе çирĕплетме пулать. Районти тĕрлĕ шайри хуçалăхсем 2014 çулта пурĕ 3242,5 тонна аш-какай туса илнĕ. Çак кăтарту 2013 çулхи шайран 0,8 процент пысăкрах. Çулталăкра 19163,7 тонна е виçĕмçулхинчен 0,1 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Çакна палăртмалла: килти хуçалăхсенче сĕт туса илесси 2013 çулхи шайран 3,3 процент ỹснĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ шайри хуçалăхсенче 7459 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 7287 пуç сысна, 376 пуç лаша, 5806 пуç сурăхпа качака шутланнă. 2013 çулхипе танлаштарсан, выльăхсен йышĕ 1,8 процент, сыснасен йышĕ 0,7 процент, сурăхсемпе качакасен йышĕ 3,1 процент ỹснĕ.

Н.ВАЗАНОВ,

район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика