Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемĕ - юратнă ĕç

20 августа 2014 г.

Этем кун-çулĕ ытла та хăвăрт иртет çав: кун хыççăн кун, уйăх хыççăн уйăх, çул хыççăн çул...Сисĕнмесĕрех тивĕçлĕ кану вăхăчĕ те çитет. Анчах унта кармашса çитиччен пурнăçăн тути-масине самаях ас тивме, унăн çул кукрипе пайтах утма тивет. Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан Юрий Валентинович Ермолаев чăн-чăн арçын тивĕçне туллин пурнăçланă: çурт лартнă, йывăç ỹстернĕ, ача-пăчаллă пулнă. Юрий Валентинович шкул пĕтерни çинчен алла аттестат илсен ДОСААФăн Канашри автошкулне вĕренме кĕрет. Унтан професси илсе тухсан çар службинче пулать. Яла таврăнсан тăван колхозра крановщикра, кайран шоферта вăй хурать. Ĕçри хастарлăхĕ курăмсăр юлмасть. Пĕтĕм вăйне хурса тăрăшса ĕçленĕшĕн Ю.Ермолаев Хисеп хучĕ-сене тата парнесене тивĕç пулнă. 2002 çулта ăна "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Тĕрлĕ ĕçпе çыхăннă Юрий Валентиновичăн пурнăçĕ. 2003 çултан паянхи кунчен Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта автобус шоферĕ пулса ĕçлет. Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать. Чун килĕштернĕ çĕрте, пĕр коллективра чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене чăннипех те телейлĕ çынсем теме пулать. Апла пулсан, юратнă ĕç вĕсене ывăнмасăр тата чăтăмлăн ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват парса тăрать. Юрий Валентинович Ермолаев та кунашкал çынсен шутне кĕрет. Мăшăрĕпе, Нина Николаевнăпа, килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пăхса пурăнаççĕ. Çак кунсенче хисеплĕ Юрий Валентинович 60 çул тултарчĕ. Ырă кăмăллă та ăшă чунлă юбиляра ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунас килет. Ача-пăчаран ыр курса мăнукĕсемпе савăнмалла пултăр.

Т.МОЖАЕВА, ялти библиотекарь.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика