Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Франци ĕнисем - Пашьел улăхĕнче

19 июля 2014 г.

Паянхи пурнăçра, укçа-тенкĕ ĕçлесе тăвас тесен, фермерсен тĕрлĕ майсем шырама тивет. Хăшĕсем çĕр улми çитĕнтереççĕ, теприсем сурăх ĕрчетеççĕ, виççĕмĕшсем сĕт нумай антаракан качака ферми йĕркелеççĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи А.Сатеев фермер 2013 çулта Калуга облаçĕнчен французсен "Шароле" элита ăрачĕллĕ 70 пуç пушмак пăру туяннă. Çак ăратлă выльăхсем хăвăрт ỹсеççĕ тата самăр çитĕ неççĕ, апата тиркемеççĕ. Фермер аш туса илес енĕпе специализациленме шутлать. Çамрăк выльăхсем вырăнти условисене хăвăрт хăнăхнă, кăçал пĕрремĕш хут пăруланă та ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем ешĕл курăк çинче, кунта выльăхсене электрокĕтỹçĕ кĕтет. Хуçалăхра 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли çĕнĕ ферма тăваççĕ. Сметăри хакĕ - 46 миллион тенкĕ. Фермер строительство ĕçĕсем валли хăйĕн 8 миллион тенкине тăкакланă. "2012-2014 çулсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисем йĕркелесси çинчен" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн, А.Сатеева патшалăх 2,4 миллион тенкĕ уйăрса панă. Строительство ĕçĕсене хĕле кĕриччен вĕçлеме шутлать Александр Иванович.

"Шароле" ăрат - тĕнчере ашлăх ĕрчетекен мăйракаллă шултра выльăхсем хушшинче чи пысăкки. Çак ăратри выльăхсем ырă кăмăллă пулнипе тата талăкра чи нумай ỹт хушнипе палăрса тăраççĕ. "Шароле" ăратлă ĕнесем 13-14 çул таран сĕт антараççĕ, вăкăрсем 15 çул хушши арлăх вăйне çухатмаççĕ. Францире çак ăратлă ĕнесем вăтамран 700-800, вăкăрсем 1000-1200 килограмм таран таяççĕ. Тин çуралнă пăру йывăрăшĕ - 36-44 килограмм. Ĕнесем икшер пăру тунă тĕслĕхсем нумай. 8 уйăхран пуçласа 15 уйăхченхи вăкăрсем 1200-1400 грамм ỹт хушаççĕ. 16-18 уйăхра вăкăр 640-700 килограмм таять. "Шароле" ăратлă выльăх ашне "мраморное" тесе хаклаççĕ, унăн тутлăх пахалăхĕ тĕнчере чи лайăххи шутланать. Пĕр тушкаран 80-81 процент таса какай тухать.

С.ИВАНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика