Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă чир

26 июня 2014 г.

Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсене илес пулсан - Чăваш Ен пирки лăпкă регион теме пулать. Раççейре кашни 100 пин çын пуçне наркомансен шучĕ 232 çынпа танлашать, Атăлçи округĕнче - 245. Пирĕн республикăра вара - 100 çынран кăшт кăна ытларах. Апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар. Чăваш Енри хуласенче те - Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Канашра -  "шурă вилĕм" тыткăнне лекнисем чылай. Наркотикпе усă куракан ачасемпе çамрăксен йышĕ пысăк -  400 çын ытла. Шел пулин те, вĕсен шучĕ ỹссех пырать. Çак туртăм хĕр ачасен хушшинче пушшех вăйлă аталаннă. Шупашкарта юлашки вăхăтра психикăна витĕм кỹрекен наркотик йышши хутăшсене сутакан вырăнсене тупса палăртман, вĕсене тĕп тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлени усă кỹнĕ. Анчах халь çавнашкал хутăшсене телефонпа шăнкăравласа, Интернет урлă вăрттăн сутасси вăй илнĕ. Наркотикпе минренĕ хыççăн транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларакансем те тĕл пулаççĕ. Ятарлă лабораторире пĕлтĕр пĕтĕмпе 7,3 пин тĕрĕслев ирттернĕ, çав шутра 2,1 пин çынна наркотик тĕлĕшпе тĕрĕсленĕ. 

Н.ПОЛЯКОВА, нарколог.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика