21 июня 2014 г.
Ĕлĕкрех Киров ячĕллĕ ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн пулнă çĕрсене халĕ Карапай Шăмăршăра тата Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакан фермерсем сухаласа акаççĕ, начар мар тухăç илеççĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче кăçал та ĕçе кĕртмесĕр юлнă лаптăксем çук. Çакна палăртма кăмăллă: Т.Иванован, О.Хлюкинăн, М.Алексеевăн, А.Денисовăн фермер хуçалăхĕсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. Çанталăка кура, сухалах лекеймест пулин те, "Карлинская" агрофирмăра ыраш пилĕк таранах çитĕннĕ. - Кун пек пулсан, тухăç та пулмалла пек, - тет хуçалăх ертỹçи В.Абсалямов. Кунта ытти культурăсем те начар мар çитĕнеççĕ. Хуçалăхра кăçал çĕнĕ культура - хĕвел çаврăнăшĕ те акса хăварнă. Çĕр гектар патнех унăн лаптăкĕ. Йăран хушшисене вăхăтра кăпкалатса тухнăран калчасем те парка.
В.СЕВРЮГИН.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"