Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çул иртет хĕрÿ ĕçре

26 января 2013 г.

Ĕçри çитĕнÿсем чи малтанах ĕçе йĕркелесе, ертсе пыракан ертÿçĕрен нумай килет. Тилхепене хытăрах тытсан ĕç кал-кал пырать. Çакна Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Анатолий Петров лайăх ăнланать. Çавăнпа вăл шкулти лару-тăрупа кăсăклансах тăрать, вĕрентекенсемпе, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытать. Унсăрăн ниепле те май çук.

Анатолий Григорьевич шкулта материалпа техника базине çĕнетсе пырас енĕпе сахал мар тăрăшать. Хăтлă та капăр классенче ачасене ларма, вĕренме кăмăллă. Директор вĕренекенсене вĕри апатпа кулленех тивĕçтересси, унăн хакне йÿнĕрех тăвасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ шкул çу кунĕсенче тухăçлă пахча çимĕç акса-лартса илессишĕн сахал мар тăрăшать.

Юлашки çулсенче шкул аталану картлашкипе пĕрмай çÿлелле хăпарса пырать. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса грантсем, парнесем çĕнсе илет. 2007 çулта "Информаци технологийĕсен шкулĕ" проекта хутшăнса 25 пин тенкĕ, 2008 çулта Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин 1 млн тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Районти конкурссенче малтисен шутĕнче Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. "Районти чи лайăх шкул" ята 2008 çулта тивĕçнĕ, 2007 çулта иккĕмĕш вырăнта пулнă. Спартакиадăсенче те вĕренекенсен çĕнтерĕвĕсемпе çитĕнĕвĕсене курса савăнатпăр, спорт енĕпе вĕсем малтисен ретĕнче.

Анатолий Петровăн пархатарлă ĕçне хакламасăр хăварман. Ăна "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ", "Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" знаксемпе чысланă. Паллах, Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем те пĕрре мар пулнă.

Тăрăшуллă та хастар вĕрентекен çак кунсенче 60 çул тултарать. Хĕрÿ ĕçре кун-çул иртнине те сисмен А. Петров. 1975 çулта Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ те унтанпа 37 çул ачасене пĕлÿ тĕнчинче "çÿретет".

Çулсем иртнине пăхмасăр, паян та вăл мал ĕмĕтлĕ, тăрăшуллă ертÿçĕ, вĕрентекен, юратнă мăшăр, атте, кукаçей, ялти хисеплĕ çын.

Шкулта çавăн пекех çак кунсенче Галина Петровашăн та паллă кун пулнă. Вăл та хăйĕн черетлĕ юбилейне паллă тунă.

Галина Александровна вĕренекенсене тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшать. Унăн урокĕсене ачасем юратса çÿреççĕ, математика вăрттăнлăхĕсене уçăмлатаççĕ. Уроксем усăллă та пĕлтерĕшлĕ иртчĕр тесе сахал мар тăрăшать, яланах çĕнĕлĕхĕсем шырать. Вĕрентекен тăрăшни сая каймасть, вăл вĕрентнĕ ачасем экзаменра пысăк балл пухаççĕ, аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. Çакăншăн Галина Петрова чун-чĕререн хĕпĕртет.

Ăна сумлă ĕçĕшĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ", "Аслă вĕрентекен", "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятсем панă.

Хисеплĕ вĕрентекенсене – Анатолий Григорьевичпа Галина Александровна Петровсене юбилейĕсем ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика