16 апреля 2014 г.
"Усаллине вĕренме йывăр мар, ыррине тума вара пурте пултараймаççĕ", - тенĕ ваттисем. Усал йăласене - наркомание, эрех-сăра ĕçессине, пирус туртассине - уйрăмах çамрăксем хăвăрт хăнăхаççĕ. Наркоман пулас мар тесен, çамрăксен япăх компанисене явăçассинчен пăрăнмалла, наркотикпе усă кураканпа нихăçан та, нимĕнле лару-тăрура та çывăх паллашмалла мар. Ун пек çынсем çамрăка тỹлевсĕрех наркотик тутанса пăхма сĕнме пултараççĕ. Наркотикпе пĕрре те усă ан курăр! Çакна ан манăр: пĕр хутчен кăна унпа укол тусан та наркотике хăнăхма пулать! Наркомани инкекĕ - вăрçă инкекĕ пекех. Вăл нацие пачах пĕтерсе хума та пултарать. Наркомание çамрăксем хушшинче сарса, тăшмансем нимĕнле атом хĕç-пăшалĕсĕрех патшалăха вăйсăрлатаççĕ, чĕркуççи çине лартаççĕ. Çак хăрушлăх нихăçан та ан пултăрччĕ тесен хамăра хамăр сыхлар, çамрăксем!
Н.ПОЛЯКОВА, нарколог.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"