Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пĕлтерĕшĕ – ĕçре

28 января 2014 г.

Асанкассинчи Николай Николаевичпа Анна Васильевна Драгуновсем – ялти хисеплĕ ĕç ветеранĕсем. 2014 çул вĕсемшĕн хăйне евĕр хаклă пулăмсемпе – сумлă юбилейсемпе палăрса юлать. Çак кунсенче кил хуçи 80 çул тултарчĕ. Унăн мăшăрĕ те январĕн 27-мĕшĕнче хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Апрельте вара Николай Николаевичпа Анна Васильевна туслă çемье çавăрнăранпа 60 çул çитет.

Н.Драгунов хăйĕн çамрăклăхне, вăй питти çулĕсене тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Малтанах вăл бухгалтерта тăрăшнă. Кайран вара уй-хир бригадине ертсе пынă, кадрсен пайĕн инспекторĕ пулнă. Пенсие çак должноçран тухнă.

Ăçта ĕçлесен, Николай Николаевич професси ăсталăхĕпе, тÿрĕ кăмăлĕпе палăрса тăнă, ыттисене хисепленĕ. Çавна май хăй те ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. Пенсие кайнă хыççăн та тăван хуçалăхра ревизи комиссийĕн председателĕнче ĕçленĕ. Н.Драгунов «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

Мăшăрĕ, Анна Васильевна, ĕмĕрĕпех колхозри уй-хир бригадинче вăй хунă. Хĕлĕн-çăвăн ытти колхозниксемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçре çаврăннă вăл. Хуçалăхри хăмла плантацийĕ-нче те нумай çул тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ĕçрен уйрăлма васкаман. Мĕншĕн тесен ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм ĕçсĕр пурăнаймасть. Хĕрÿ ĕçре Анюта аппа хăйне телейлĕ туять.

Николай Николаевичпа Анна Васильевна икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса, професси илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем те, ашшĕпе амăшĕ пекех, хисеплĕ, сăпайлă та ĕçчен çынсем. Аслă хĕрĕ, Нина, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин ялĕнче тĕпленнĕ. Медицина училищине пĕтернĕ хыççăн вăл тĕп больницăра чылай çул медсестрара тăрăшнă. Халĕ – пенсире. Вăталăххи, Петр та, Аслă Нагаткин ялĕнчех (Чăнлă районĕн центрĕ) пурăнать. Петр Николаевич – вырăнти техникум преподавателĕ.

Кĕçĕнни, Юрий, тăван яла – Асанкассинех пурăнма юлнă. Вăл строительство ĕçĕнче вăй хурать. Мăшăрĕ, Лариса Владимировна, – Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ. Юрийпе Лариса – виçĕ ачан ашшĕпе амăшĕ. Вĕсен аслă хĕрĕ, Оксана, 2011 çулта Шупашкарти культурăпа искусство институчĕн В.Яковлев режиссер ертсе пыракан театр студине пĕтернĕскер, республикăри К.Иванов ячĕллĕ академи театрĕнче актриса пулса ĕçлет. Пултаруллă хĕр 2012 çулта республикăри театрсем хушшинчи професси ăсталăхĕн конкурсĕнче «Хĕрарăм рольне пуринчен те ăстарах вылякан» номинаци çĕнтерÿçи пулнă. Вăталăххи, Николай, призыв йĕркипе çар службинче тăрать. Кĕçĕнни, Татьяна, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче 7 класра вĕренет.

Малаллахи сăмахăм – каллех хисеплĕ ветерансем пирки. Николай Николаевичпа Анна Васильевна халĕ те ĕçсĕр лараймаççĕ. Ĕçре вĕсем хăйсен пурнăçĕн пĕлтерĕшне кураççĕ. Драгуновсем килти хуçалăхра лаша, ĕне, пăру, сысна, чăх-чĕп усраççĕ. Выльăх çими хатĕрлеме кĕçĕн ывăлĕн, Юрийĕн, çемйи те пулăшать (вăл мăшăрĕпе пĕрле тĕп килтен уйрăлса тухса ялтах çĕнĕ çурт лартнă).

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика