16 января 2014 г.
Чăваш радиора «Чăваш радио Çĕнĕ çул тĕлне» уяв акцийĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Икĕ конкурс пулнă унта. Малтанхи «Журналист радио итлекен куçĕ- пе» темăпа иртнĕ. Пĕрре те ансат мар: микрофон умĕнче ларакан радио журналиста хăв куçусемпе курмасăр мĕнле хаклăн-ха; Пулать иккен: кунта фантази кирлĕ. Çынна нумай чухне ун сасси тăрăхах вăл мĕнлине пĕлме май пур.
Иккĕмĕш конкурс та интереслĕ – «Хĕллехи юмах» темăпа юмах çырмалла. Редакцие çĕр ытла ĕç ярса панă. Паллах, суйламалăх пур. Çакă савăнтарать: Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Светлана Емельянова юмахĕ – чи лайăххи. Унăн «Маттур Иван кушак» ĕçĕ пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"