Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учитель-фронтовик тимлĕхĕ

26 декабря 2013 г.

Ялти шкулта пĕр улшăнми 35 çул директорта тата 5 çул истори учителĕнче ĕçленĕскер, Александр Иванович тăтăшах учительсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулать. Çамрăк педагогсене вăл ĕçре пулăшать: паха сĕнÿсем, ырă канашсем парать. Ачасемпе вара паттăрлăх урокĕсем ирттерет. Вĕсенче учитель-фронтовик совет салтакĕсемпе офицерĕсен Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен нумай каласа кăтартать. «Эпир курнă вăрçă нушине урăх никамăн та курмалла ан пултăрччĕ, – тет Александр Иванович. – Хаяр вăрçăра çынсен пурнăçĕ çап-çамрăклах, вăхăтсăр татăлать. Сусăр юлакансем, аманакансем те нумай пулаççĕ вăрçă хирĕсенче. Çавăнпа та эпир пурте вăрçа сивлетпĕр, Тăван çĕр-шывăн, мирлĕ халăхсен тăнăçлăхĕшĕн тăрăшатпăр».

А.Гармонщиков шкула хуçалăх ыйтăвĕсемпе те пулăшать. Вĕренÿ учрежденийĕн ăшă системи валли Александр Иванович нумаях пулмасть пăрăхсенчи шыв çаврăнăшне хăвăртлатакан насус туянса пачĕ. Çавăн пекех шкул çурчĕн чÿречисене тулашĕнчен сăрма полиэтилен материалне те хăйĕн укçипех илчĕ. Учительсем, аслă классенче вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем шкулăн икĕ хутĕнчи чÿречисене пĕтĕмпех çак материалпа сăрса тухрĕç. Ку, паллах, классенче ăшă тытассинне сисĕмлĕ пулăшу парать.

Шкул дирекцийĕ Александр Ивановича пархатарлă ĕçшĕн пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ. Учитель-фронтовик, орден-медальсен кавалерĕ тăван шкула тимлĕхре тытни, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшни ĕç коллективне, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне савăнтарать.

Н.УГАРИНА, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти социаллă педагог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика