Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманçă вăрманалла пăхать

30 ноября 2013 г.

Шăпах çур ĕмĕр каялла, 1963 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче çуралнă вăл. Вăхăт çитсен шкула кайнă, унтан ăнăçлă вĕренсе тухса аттестат илнĕ.

Çарта пулман йĕкĕтсене ялсенче хисеп-лесех каймаççĕ. Геннадий Иванович та салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнса юлман – икĕ çул хушши Мускав çар округĕнче Тăван çĕр-шыв умĕнчи сăваплă тивĕçе пурнăçланă. Çартан таврăнсан ĕнерхи салтак ялтах юлнă, тăван колхозра ĕçленĕ. Çавах та ăна малашлăх хытă шухăшлаттарнă.

Вăл çуралнă ял – Асанкасси – вăрманпа юнашарах. Ял хавалĕ темелле-ши çакна е урăхла туртăм: Асанкассипе Пашьелте пурăнакансенчен чылайăшĕ хăйсен пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă. Йĕкĕтĕн те ку тĕлĕшпе иккĕленÿ пулман – Гена Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕренме тытăннă.

Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕнче çырăнма тытăннă Г.Марковăн ĕç кĕнеки. Çамрăк специалиста Пăчăрлă Пашьел лесничествин вăрман маçтăрĕ пулма çирĕплетнĕ. Шанăçа ĕçпе тÿрре кăларма тăрăшнă вăл. Каярахпа, районта вăрман хуçалăхĕн управленине йĕркелесен, Геннадий Ивановича лесничествăн лесничийĕ пулма шаннă.

Кирек мĕнле ĕçре те тарăн пĕлÿ кирлĕ – тавра курăм çеç çителĕксĕр. Пыра-киле, вăхăтне кура, технологисем те çĕнелсе улшăнаççĕ. Эппин, пурнăç хăй таппипе тан утма хушать. Апла пулсан, аслă пĕлÿ кирлех. Г.Марков Йошкар-Олари политехника институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, 1997 çулта аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăрать.

Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ: Геннадий Иванович Пăчăрлă Пашье- лĕнчи лесничествăра лесничий пулса чи вăрах тăрăшнисенчен пĕри. 1993 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче пуçăннă вăл çак ĕçе. Çĕнĕ çулта, çĕнĕ хавхаланупа. Хастарлăх иксĕлменрен ĕçсем те ăнса пынă. Коллектив çирĕплетсе панă плансемпе тĕллевсене яланах ăнăçлă пурнăçланă, мĕн палăртни пурнăçа кĕрсе пынă. Ертÿçĕ пурлăхпа техника базине пуянлатассишĕн те сахал мар тăрăшнă. Коллективра та, ялта та хисепленĕ ăна.

1993 çулта районта, пуçаруçăсен ушкăнĕ çине тăнипе, федераци пĕлтерĕшлĕ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ йĕркеленнĕ. Анчах çакă Г.Марков ĕçсĕр тăрса юлнă тенине пĕлтермен – ун ĕç кĕнекине вăл çĕнĕ организацире вăй хума пуçлани çинчен çеç çырса хунă.

Парк йĕркелес юхăма хăй те хастар хутшăннăскер, вăл паркăн Пăчăрлă Пашьел лесничествин лесничийĕ пулнă, халĕ – патшалăхăн аслă инспекторĕ. Г.Марков тăрăшнипех юлашки çулсенче кунта çут çанталăка сыхлакан законодательствăна пăснă тĕслĕхсем, пушарсем пулман тесен те юрать. Çакă, паллах, вăрманçă тимлĕхĕнчен те нумай килет. Хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтать инспектор.

«Халăх тарçи» ăнлавăн пĕлтерĕшне те лайăх ăнланать вăл – районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулнă май, суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшать.

– Аллăра – ĕç вĕретĕр алăра, – тет паян çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тăваканскер.

Ĕçри хастарлăх, чуна парса тăрăшни курăмсăр юлмасть. Г.Маркова «Патшалăх вăрман сыхлавĕнче 10 çул службăра тăнăшăн» тата «Çут çанталăка сыхлас ĕç отличникĕ» паллăсемпе, Чăваш Республикин тата Атăл çи Федераллă Округĕн çут çанталăкпа усă курнине тĕрĕслесе тăракан федераллă служба департамĕнчен Хисеп грамотисемпе чысланă. Ытти шайри Хисеп хучĕсем сахал мар унăн.

Эппин, вăрманçă малашне те вăрманаллах пăхтăр.

Ю.СТЕПАНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика