Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Колхозра ĕçленĕ, ачасем ÿстернĕ

30 ноября 2013 г.

Вĕсен çемйин историйĕ ытти нумай-нумай çынсенни евĕрлех. Асанкасси йĕкĕчĕ В.Салеев çар службинче пулнă хыççăн, романтикăлла туйăмсене парăнса, аякри вырăнсене – Волгоград облаçĕнчи Камышино хулине ĕçлеме тухса кайнă. Унта Вăрнар районĕнчен ĕçлеме пынă сăпайлă хĕрпе, Нинăпа паллашнă. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман каччăпа хĕр 1963 çулта ЗАГС уйрăмĕнче саккунлă майпа çырăннă.

Çамрăксем пĕр çулталăкран Чăваш Ене – Асанкассине пурăнма куçнă. Çемье пуçĕ колхозра слесарьте, мăшăрĕ дояркăра ĕçлеме пикеннĕ.

Салеевсем çулран-çул чăтăмлăн та тăрăшса ĕçленĕ. Василий Васильевич каярахпа платниксен бригадинче, ытти участоксенче вăй хунă. Нина Алексеевна кайран сыснасем самăртнă, пăрусем пăхнă. Ĕçчен çынсем тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та темиçе çул производствăран уйрăлман.

Салеевсем 5 хĕрпе пĕр ывăл ÿстерсе çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани панă, вĕсене специальноç илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, ывăлĕ, Виктор, хăйĕн çемйипе Ульяновскра пурăнать. Вăл – инçе рейссене çÿрекен водитель. Светлана та Ульяновскрах тĕпленнĕ, лавккара ĕçлет. Ленăпа Наташа – Хусанти шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем. Вĕсене «За отличие в службе» медальсемпе наградăланă. Кĕçĕннисем: Алена – Ульяновскра, Люба Мускавра пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри автозаводра, тепри сутуçăра тăрăшать. Салеевсен ачисем – хăйсене шанса панă ĕçре хисеплĕ çынсем. Мĕншĕн тесен вĕсене ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă.

Хальхи вăхăтра та ялти хисеплĕ ветерансем ĕçсĕр лармаççĕ. Василий Васильевичпа Нина Алексеевна килти хуçалăхра ĕне, сыснасем, хурсем, йышлă чăх-чĕп усраççĕ. Ытлашши сĕте куллен предпринимателе сутаççĕ.

Ыран Салеевсем патне ылтăн туй ячĕпе саламлама ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем килеççĕ. Вĕсем çумне хутшăнса, Василий Васильевичпа Нина Алексеевнăна чаплă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Л.ДРАГУНОВА, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика