Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кустăрмасем шутлаççĕ çухрăм

18 сентября 2013 г.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи В.Чернов пĕчĕклех техника еннелле туртăннă. Çавна май ялти вăтам шкулта 8 класс пĕтерсен вăл Ульяновск облаçĕнчи Сенгилей хулинчи профтехучилищĕне вĕренме кайнă. Унта пĕр çулталăкран тракторист удостоверенине илсен, 1975 çулта, Валерий тăван ялта – «Аврора» колхозра ĕç биографине пуçланă.

– Мана хуçалăхра хăй тĕллĕн çÿрекен Т-16 шасси шанса пачĕç, – аса илет Валерий Трофимович. – Кузовлă техникăпа эпĕ строительство объектне – çав çулсенче пирĕн хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх комплексне тăватчĕç – тĕрлĕ материалсем турттарса тăраттăм. Çак ĕç мана килĕшетчĕ.

1976 çулта, кĕркунне, В.Чернова çар ретне илнĕ. Служба Монголири çар чаçĕнче иртнĕ.

Икĕ çултан служба срокне тултарса таврăннă каччăна пысăк хăвăртлăхлă техника ытларах илĕртнĕ. Шофер пулас ĕмĕт Валерие Канашри профтехучилищĕне илсе çитернĕ. 5 уйăхран йĕкĕтĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнă – алла водитель удостоверенине илнĕ.

1979 çулхи май уйăхĕ-нче вăл тăван колхозра УАЗ-469 автомашина йышăннă. Колхоз председателĕн çирĕ-плетнĕ водителĕ ĕçре тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Виçĕ çултан çамрăк водителе çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттаракан ГАЗ-52 автомашина шанса панă. Канашри тата Чул хулари нефть базисене сахал мар рейссем тунă вăл. Нихăçан та сехет çине пăхса ĕçлемен.

1994 çулхи кĕркунне В.Чернова, пĕрремĕш класлă опытлă водителе, Канашри пассажирсем турттаракан автотранспорт предприятийĕнче ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Çапла вара Валерий Трофимович паянхи кунчченех автобус водителĕнче тăрăшать.

Тÿрех каламалла: çак ĕç пысăк яваплăхпа çыхăннă. Автобус водителĕн маршрут хутĕ-нче палăртнă рейссене вăхăтра пурнăçламалла, пассажирсене вырăна тĕрĕс-тĕкел илсе çитермелле. Кĕрхи-çурхи йĕпе-сапаллă çанталăк тăрать-и, хĕлле куç курми çил-тăман çавăрттарать-и, çулла витререн тăкнă пек çумăр шăпăртатать-и – автобусăн палăртнă вăхăтра рейса тухмалла. Çак йĕркене пурнăçлама техника яланах юсавлă, водителĕ опытлă та яваплă пулмалла.

Валерий Трофимович автобус водителĕн тивĕçне çулран-çул профессилле ăсталăхпа, таса чунпа туса пырать. Пассажирсемпе яланах кăмăллăн калаçать.

Куллен «Вырăс Чукалĕ – Шăмăршă» тата «Шăмăршă – Вырăс Чукалĕ», «Шăмăршă – Кивĕ Шăмăршă – Васан – Ярăслав – Шăмăршă», «Шăмăршă – Палтиел – Патирек – Анат Чаткас – Шăмăршă» маршрутсемпе çÿрет В.Чернов.

Ирхине Шăмăрша ĕçе килекен-каякан район çыннисемшĕн, тĕп больницăна консультацие е сипленме килекенсемшĕн, тĕрлĕ ыйтупа çÿрекенсемшĕн питĕ вырăнлă та меллĕ çак рейссем. Ытти автобуссен водителĕсемпе пĕрле Валерий Трофимович халăхшăн питĕ кирлĕ ĕç тăвать. Çакăншăн вăл пассажирсенчен тав сăмахĕсем нумай илтет. Ку вара опытлă водительшĕн, виçĕ ача ашшĕшĕн наградăран та хаклăрах.

Акă, В.Черновăн автобусĕ каллех çула тухрĕ. Кустăрмасем çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăвараççĕ...

И.АНАНЬЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика