14 сентября 2013 г.
Ял вăрманпа юнашарах пулниех Пăчăрлă Пашьелĕ-нче çуралнă Г.Ермолаева вăрман ĕçченĕ пулма хистенĕ пулас. Ача чухнех унтан тухма пĕлмен вăл: çырла та, кăмпа та пуçтарнă. Ытларах – чăн-чăн илемпе киленнĕ, хăйшĕн çĕнĕрен те çĕнĕрен тĕлĕнтермĕшсем тупнă. Илĕртнĕ, туртнă ăна вăрман.
1977 çулта Геннадий Валентинович Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн Пăчăрлă Пашьел лесничествинче унăн ĕç стажĕн малтанхи йĕркисем çырăнма тытăннă. Çара кайса килсен те çамрăк вăрмантан уйрăлас темен – йывăç касакан пулса ĕçленĕ. Мастер та пулнă.
Пыра-киле Г.Ермолаева ответлă ĕçе шаннă: Чукал лесничествинче лесничий пулма çирĕплетнĕ. Ертÿçĕсем унăн ĕçченлĕхне, ăсталăхне шута илнех ĕнтĕ. Вăл вара шанăçа тÿрре кăларнă. Ку çеç те мар – ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа Йошкар-Олари вăрман институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă. Геннадий Валентинович халĕ те Чукал лесничествинчех ĕçлет, лесничий тивĕçне пурнăçлать.
Ĕçри хастарлăх курăмсăр юлмасть. Г.Ермолаева «Патшалăх вăрман сыхлавĕнче 10, 20 çул ĕçленĕшĕн», «Раççейри вăрман пуянлăхне сыхласа хăварнăшăн тата ÿстернĕшĕн» паллăсемпе, вуншар та вуншар Хисеп грамотипе наградăланă. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ Геннадий Валентинович.
Унăн мăшăрĕн ĕçĕ те вăрманпах çыхăннă: Мария Трофимовна вунă çул ытла Чукал лесничествинче бухгалтер пулса ĕçленĕ.
В.НИКОЛАЕВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"