14 августа 2013 г.
ПĔТМЕН-ХА, пур ырă чун-чĕреллĕ çынсем. Ытларах чухне вĕсем хăйсемшĕн мар, ыттисемшĕн тăрăшаççĕ, пархатарлăх кăтартаççĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи Г.Марковах илер-ха, акă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн Геннадий Иванович Асанкассинчи пуçламăш шкул-ача садне юсама пысăк пулăшу пачĕ. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнчи патшалăхăн тĕп инспекторĕ тăрăшнипех ачасене вылямалли площадка йĕркеленчĕ, «Юмах пÿрчĕ» ÿссе ларчĕ.
Çавăн пекех Г.Марков пуçламăш шкулпа ача сачĕн пĕрлехи çуртне шал енчен юсама, йĕркене кĕртме те пысăк пулăшу кÿчĕ. Çакăншăн ăна ачасен ашшĕ-амăшĕсем чун-чĕререн тав тăваççĕ.
С.УГАРИНА, Асанкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн ертÿçи.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"