25 мая 2013 г.
Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан Саминовсем патне вĕсен ывăлĕ Николай тăракан çар хĕсметĕнчен Тав çырăвĕ килнĕ. Унта çапла çырнă:
«Хисеплĕ Петр Николаевичпа Мария Петровна!
Сирĕн ывăлăр пур енчен те лайăхпа кăна палăрса тăрать. Вăл ытти салтаксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.
Сире çакăн пек ывăл çуратса ÿстернĕшĕн чĕререн тав тăватпăр».
Çакăн пек çыру хыççăн Кольăн ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе чăннипех мухтанма пултараççĕ.
А.НИКОЛАЕВ.