10 апреля 2013 г.
ШКУЛ – вĕренекенсен иккĕмĕш килĕ. Кунта вĕсем ăс пухаççĕ, пурнăçăн аслă çулĕ çине тухас умĕнхи тапхăрпа паллашаççĕ. Вĕренекенсем вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче тăраççĕ. Ачасем нумай чухне вăртăннине хăйсен класс ертÿçипе сÿтсе яваççĕ, чунĕсене уçса калаçаççĕ. Çулсем иртсен те вĕрентекенсем асран тухмаççĕ.
Тăван шкула манманни, унта пырса çÿрени вĕрентекенсене савăнтарать. Енчен те шкула аталанма вĕсем вĕрентнĕ ачасем спонсорла пулăшу парсан пушшех те.
Пăчăрлă Пашьелĕнчи шкулта вĕреннисем пĕлÿ çуртне укçа-тенкĕпе е строительство материалĕпе пулăшсах тăраççĕ. Ырă кăмăллă çынсем шкул ĕçĕ-хĕлĕпе интересленеççĕ. Владимир Ермолаев, Сергей Данилов, Олег Ермолаев, Геннадий Марков, Геннадий Прохоров, Сергей Судуков, Александр Уткин, Олег Кириллов тата ыттисем шкулпа тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем юсав ĕçĕсем ирттерме, ачасен уявĕсене йĕркелеме пулăшаççĕ. Вĕсене, шкулта вăй хуракансем, чĕререн тав тăватпăр, малашнехи ĕçĕсенче ăнăçу сунатпăр. Çавăн пекех çулсерен вĕренсе тухакан хĕрсемпе каччăсен ашшĕ-амăшĕн умĕнче те пуçа таятпăр. Вĕсем те май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Первоисточник: АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ»