Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул форми... пулĕ-ши?

10 ноября 2012 г.

20-30 çул каялла шкула ачасем ăс пухма çÿретчĕç. Сумкасем кĕнекесемпе тулли пулнă. Хĕрсем шурă саппун çакса, çивĕчĕсене шурă бантсемпе çирĕплетсе, арçын ачасем шурă кĕпепе, костюмпа çÿретчĕç. Пăхса ытармалла марччĕ вĕсем çине. Шел, самана улшăннă май шкул форми хăйĕн пĕлтерĕшне çухатрĕ, сумсăра тухрĕ.

Паян шкул алăкне уçса кĕрсен пачах урăхла ÿкерчĕк куратăн. Тÿрех ăнланса та илейместĕн ăçта лекнине: дискотека залне-и е мода çуртне;.. Ай, тур-тур, мĕн кăна тăхăнмасть-ши шкул ачи; Çатă тытса тăракан шăлаварпа, кăвапа курăнакан кофтăпа, кăшт хускану тусанах (каçарăр та) йĕм тĕпĕ курăнакан юбкăпа, кĕпепе хĕр ачасем иртеççĕ, спорт костюмĕ, джинс шăлавар тăхăннă арçын ачасем сулланаççĕ. Пĕрре пăхса илсенех шухăш çуралать: "Кусем кунта вĕренме çÿреççĕ-ши; Е хăйсен тумĕсене кăтартма, вĕсемпе мухтанма кунта пухăнаççĕ-ши;" Аслăрах класри хĕрсем пит-куçне тата еплерех илем кÿртеççĕ: тутисем хĕп-хĕрлĕ, куç хăрпăкĕсем хуп-хура, таврашĕ кăвак, парта, кĕрен (каласа та пĕтереймĕн). Хăлхисенче хул пуççи таранах хăлхисенче алкасем. Мĕнле хăлхисем чăтаççĕ тульккăш. Çÿçĕсем тата... Алăсенче суласем, пÿрнесенче çĕрĕсем, мăйра вăчăра, шăрçа ялтăраççĕ. Чăн-чăн манекенсем теме пулать.

Коридорпа классенче телефонра янăракан юрă-кĕвĕ хăлхана çурать. Пĕрисем качака пек çухăрса, теприсем ула вăкăр пек мĕкĕрсе юрлакан артистсене итлеççĕ. Кашнин аллинчех телефон пулнăран çăмăллăнах "В контакте", "Одноклассники" сайтсене кĕреççĕ.

Çаксене веçех сăнаса, курса тăнă хыççăн паянхи шкул ачине ăмсанмалла-ши, хĕрхенмелле-ши е вĕсемпе мухтанмалла-ши; Çук, тивĕçлĕ сăмах тупăнмасть. Анчах ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсем çине тимлĕх уйăрманни кăна чун-чĕрене канăçсăрлантарать. Нивушлĕ вĕсен хĕр ачисемпе арçын ачисене тирпейлĕрех тумланма, хăйсене йĕркеллĕрех тытма вĕрентмелле мар; Мĕншĕн ашшĕ-амăшĕн хăйсем шкулта вĕреннĕ вăхăтрине аса илсе ачисене кирлĕ пек тумланма хистес мар;

Шкул форми каялла таврăнсан тем пекех аван пулĕччĕ. Анчах хăçан кĕтсе илĕпĕр-ши çакна; Ун чухне арçын ачасем уроксенче çĕнĕ тема ăнлантарнă чухне хĕр ачасен çара пилĕкĕсем çине сăнаса лармĕччĕç. Çакна шанмалли кăна юлать...

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика