Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни кунах пĕр маршрутпа

10 октября 2012 г.

Ырă кăмăллă, ĕçчен, çепĕç чĕлхеллĕ тесе калас килет манăн почтальонсем çинчен. Вĕсен кашни кунах ялти урамсем тăрăх çÿресе хаçат-журнал валеçме тивет. Вĕсемпе пĕрлех почтальонсем çынсене савăнăç та парнелеççĕ. Çумăрлă çанталăк та, хĕллехи çил-тăман та, çуллахи шăрăх та хăратаймасть вĕсене. Сумкисене йăтаççĕ те килĕрен-киле васкаççĕ, хаçат-журнал салатаççĕ.

Çавăн пекех ватăсене пенси укçи парасси те вĕсен тивĕçĕ. Кашнинпех пĕр чĕлхе тупаççĕ, пуринпе те калаçма сăмах çитереççĕ. Сывлăх сунман, ăшă сăмах хушман почтальон çук та пулĕ.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи çыхăну уйрăмĕнче Антонина Корчакова почтальонра ĕçлеме пуçланăранпа кĕçех чĕрĕк ĕмĕр çитет. Нумай-и, сахал-и çакă; Паллах, нумай. Кашни кун пĕр маршрут унăн: кил – çыхăну уйрăмĕ – урамсем... Анчах çулсем иртсе пынă май пурăнакан çыннисем кăна улшăнаççĕ: пĕрисем – вилеççĕ, теприсем – çуралаççĕ. Апла пулсан та Антонина Николаевна пуринпе те килĕштерет. Унăн пурнăçри девизĕ: "Мĕн ахаль вăрçăнмалла, килĕштерсе пурăнмалла!" Çакна хирĕçлесе пĕр сăмах та калаймастăн. Килĕшÿпе çураçура кăна ĕç ăнса пырать.

А.Корчакова Пăчăрлă Пашьелĕнче тата Асанкассинчи пĕр урамра хаçат-журнал валеçет. Яланах савăк кăмăлпа утать вăл урампа. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратса пурнăçлать. Çавăнпах унăн ĕçĕпе ял-йыш та кăмăллă. Пĕрле ĕçлекен Любовь Белякова, Нина Можаева, Зоя Соболева почтальонсемпе те килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса вăй хурать, пĕр-пĕрне вĕсем пулăшсах тăраççĕ. Паллах, çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Нина Улюкина та Антонина Николаевна ĕçĕпе кăмăллă.

Юратнă мăшăр, телейлĕ анне вăл. Упăшкипе виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кĕçĕнни хальхи вăхăтра хĕсметре тăрать, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлать. Çемье килĕштерсе хăтлă кил-çуртра пурăнать. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ялта унсăр мĕнле пурăнăн-ха; Корчаковсем ĕне, виçĕ пăру, сыснасем, хурсем, чăх-чĕп усраççĕ. Пахчара пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика