Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕççине – çĕнĕ комбайнсемпе

18 июля 2012 г.

ÇĔР ĕçченĕсем çине тăрсах вырмана хатĕрленеççĕ. Тыр-пула никамăн та хирте хăварас килмест вĕт. Ĕççи ăнăçлăхĕ вара ăна мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнинчен нумай килет.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртме икĕ хуçалăх çĕнĕ комбайнсемлĕ пулчĕ. Лизинг меслечĕпе "Сатеев А.И." фермер (хресчен) хуçалăхĕ пилĕк миллион тенкĕлĕх, "Шанс" сахал яваплă общество тăватă миллион тенкĕ тăракан "Полесье" уй-хир карапĕсем туянчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров каланă тăрăх, вырма ирттерме пурĕ 3845 тонна топливо кирлĕ пулать. Ăна Ульяновскри "Ульяновскнефтьпродукт" хупă акционерла общество урлă туянма палăртнă. 100 тоннине çак уйăхра кÿрсе килмелле, ыттине – август-сентябрьте.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11640 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хуçалăхсенче вырмана хутшăнакан техникăна юсаççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика