Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр сакки сарлака

30 июня 2012 г.

АСАНКАССИНЧЕ манăн кукамай – Мария Александровна Долгова – чи ватă çын шутланать. Нумаях пулмасть вăл 93 çул тултарчĕ. Мĕн тери нуша кăна курман пуль вăл иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи "раскулачивани" тапхăрĕнче. Анчах та кукамай пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе пырса паянхи кун та кăштăртатса çÿрет. Çавăн чухлĕ чăтăмлăх çитерме ăна, пурне те ырă сунакан çынна, Турă та вăй-хăват парса тăрать ĕнтĕ. Кукамай халĕ те Турăпа пĕрле пурăнать, Унран хăйĕн тата çемье, тăванĕсем валли ырлăх-сывлăх ыйтать.

Коллективизаци тапхăрĕ тĕлне кукамайăн ашшĕн, Александр Алексеевич Уресметовăн тата кÿршĕри çемьен кантăр çăвĕ тăвакан арманĕ пулнă. Унта ĕçлеме тарçăсем тытман – хăйсен çемйисемпех ĕçленĕ. Хăйсен çĕрĕсене хăйсен лашисемпех сухаланă. Çапла майпа пурнăçа сыпăнтарса пынăшăн, ялти хăш-пĕр çемьесемпе пĕрлех, Уресметовсене те "кулаксен" – пуянсен йышне кĕртнĕ. Кил хуçине, Александр Уресметова, тÿрех ссылкăна тытса янă. Мăн кукаçи хыççăн унăн мăшăрне те, вырăнпах чирлĕ выртаканскере (мăн кукамая), ачисене – вунçиччĕри Николая тата вуннăри Марияна (кукамая) ссылкăна ямалла тунă.

– Пире виçсĕмĕре те лаша урапи çине лартса райцентра илсе килчĕç, – куççуль витĕр каласа пачĕ кукамай. – Анне лавра тÿшек çинче выртатчĕ. Район начальникĕсенчен пĕри аннене çак лавпах каялла яла ăсатма хушнă. Те шелленĕ, те çул çинче вилесрен шикленнĕ. Пире, тетепе иксĕмĕре, тепĕр лав çине куçарса Канаш станцине ăсатнă вăхăтра аннен чĕри епле тÿсрĕ-ши; Паллах, эпир те, ăна, йывăр чирлĕскере, урăх нихăçан та кураймасса туйса, хытă йĕтĕмĕр (эпĕ ссылкăран таврăннă тĕле анне вилнĕччĕ).

Çĕпĕрти ссылкăра

Аякри Çĕпĕре вĕсене пуйăспа ăсатнă. Унти пурнăç та питĕ нушаллă пулнă. Ссылкăна янисене вăрăм бараксене пурăнма вырнаçтарнă. Кашни çемьен хăйĕн пÿлĕмĕ пулнă. Арçынсем ир пуçласа каçченех вăрман каснă. Ачасене ĕçлеттермен. (Вĕсене мĕншĕн Çĕпĕре янă-ха, "кулаксен" йăхĕ ялта ан пултăр, тенĕ-ши;) Ссылкăрисем выçăллă-тутăллă пурăннă. Кĕрхи-çурхи çанталăкра урасем куллен йĕпеннĕ май, вĕсем шыçа-шыçа кайнă (атă-пушмака, лайăх тумтире "кулаксенчен" турта-турта илнĕ). Пушăтран (çăка хуппинчен) тунă çăпатасем урисене, паллах, шывран хÿтĕлеймен.

– Асанкассинчи йысна, хăйне тĕрмене лартма пултарассинчен хăрамасăр, мана киле илсе кайма Çĕпĕре пынă, – хăйĕн калаçăвне малалла тăсрĕ кукамай. – Йысна мана хамăр пурăнакан баракран вăрттăн илсе тухса кайрĕ. Вăрман тăрăх пытана-пытана кайса чукун çул станцине çитрĕмĕр. Канаш еннелле каякан пуйăс çине ларма билет илме хатĕрленсе касса умне çывхартăмăр кăна – пирĕн умма бараксене сыхлакансем пырса та тăчĕç. Мĕн тунă-ши ĕнтĕ манпа, вуннăри хĕр ачапа; Влаç çыннисене мĕн сиен кÿме пултарнă-ши эпĕ; Ирĕксĕрех каллех баракрах пурăнма тиврĕ вара...

Ссылкăран тарни

Çĕпĕрте Мария Уресметова 2 çул пурăннă. Тен, татах та пурăнма тивнĕ пулĕччĕ. Юрĕ, кукамай каласа панине йĕркипе çырса кăтартам-ха.

Кукамайăн тетĕшĕ, Николай, тата унăн юлташĕсем куллен вăрман каснă, йывăçсене пăравус вакунĕсем çине тиенĕ. Марияна тата ытти ачасене ссылкăран тартма калаçса татăлса Николай Уресметов тата унпа пĕрле ĕçлекенсем хыр йывăçĕсене вакунăн пĕр енне тачă, пĕр хушăк хăвармасăр купаласа кайнă та, тепĕр пуçĕнче çынсем тăмалăх хушăк юлнă. Шăп çак хушăка аслисем пĕчĕккисене пĕр рете тăратнă, пăравус вырăнтан хускалнă. Çапла майпа Асанкасси, Кивĕ Шăмăршă тата Чукал ачисем Канаш станцийĕ еннелле çул тытнă (пурĕ 5 ача).

Темиçе талăк кайсан (телее, хыçалтан хăваламан) ачасем аслисем ăнлантарса янине пăтраштарнă, пачах урăх станцие анса юлнă. Ырă çынсем яланах тупăнаççĕ çав нушаллă çынсемшĕн. Сĕм-çĕрле станци çурчĕ умĕнче ĕнтĕркесе ларакан шуранкка сăн-питлĕ, вăйран кайма пуçланă ачасем патне чукун çул çинче ĕçлекен хĕрарăм пынă, нушана лекнĕ ачасене хăйĕн килне илсе кайнă. Ырă кăмăллă хĕрарăм вĕсене апат çитернĕ, çывăрма вырттарнă. Çак хĕрарăм ирхине ачасене каллех чукун çул станцине ертсе кайнă. Хăй паллакан пăравус машинисчĕпе калаçса татăлса вăл ачасене кочегар пÿлĕмне кĕртсе хăварнă, ачасене Канаш станцийĕнче антарса хăвармалли пирки каланă. Çапла майпа вун иккĕри Мария Асанкассине çитсе ÿкнĕ. Телее, вĕсене шыраттарман. Ахăртнех, ачасем тайгара аташса кайса вилнĕ тесе шутланă пулĕ Çĕпĕрти бараксене сыхлакансем.

Каллех тăван ялта

Мария Уресметована Саня аппăшĕ тата Александр йыснăшĕ (хĕрачана Çĕпĕртен хăтарма пынăскер) питĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ. Вĕсем ăна хăйсен çемйине усрама илнĕ. Йыснăшĕпе аппăшĕ сĕм-тăлăх хĕрача çине нихăçан та сасă хăпартман,нихăш енĕпе те кÿрентермен. Мария вĕсемшĕн хăйсен ачи вырăнĕнче пулнă. Хĕрача çемьери ачасемпе пĕрле ĕçе хăнăхса ÿснĕ, ялти шкула вĕренме çÿренĕ.

Мария такам та ăмсанмалла хитре те сăпăйлă хĕр пулса çитĕннĕ. Ялти сумлă та ĕçчен йĕкĕт – Василий Долгов – çак хĕре куç хывнă, хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Мария хирĕçлемен. Часах вĕсем чаплă туй кĕрлеттерсе пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Телейлĕ те туслă çемьере умлă хыçлă икĕ ывăл çуралнă. Питĕ шел, вĕсем кăкăр ачи чухнех чирлесе вилнĕ.

Хаяр вăрçă çулĕсем

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине систермесĕр тапăнса кĕнĕ. Ялти арçынсене тепĕр кунах ушкăнăн-ушкăнăн фронта ăсатма тытăннă. Василий Иванович Долгов та хăйĕн мăшăрĕпе, тăванĕсемпе сыв пуллашса вăрçа тухса кайнă.

– Вăрçă вăхăтĕнче пурнăç питĕ йывăрччĕ, – терĕ кукамай.

– Колхозри пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем, ватă çынсем тата ачасем çине тиенчĕ. Вăй питти арçынсем пурте фронтра çапăçатчĕç.

Малалла вăл хирсене вăкăрсем кÿлсе сухалани-сÿрелени, тырра çурлапа вырни, ăна тăпачăпа çапса тĕшĕлени пирки каласа пачĕ. Хирсене МТС тракторĕсемпе те сухаланă, вĕсемпе хĕрсем ĕçленĕ. Ял çыннисем выçăллă-тутăллă пурăннă. Выçлăхран хăтăлас, ачасене вилĕмрен çăлас тесе кÿршĕллĕ Çĕпрел тăрăхĕнчи ялсене вĕсем çулла метекпе, хĕлле çунапа хăрăк туратсем туртса кайнă, ăна çăнăхпа, çĕрулмипе ылмаштарса таврăннă. Çуркунне пахчара крахмал пуçтарса икерчĕ пĕçерсе çинĕ. Мăян авăртса, кăштах вика çăнăхĕ хушса çăкăр пĕçернĕ. Çак çăкăр питĕ йÿçĕ пулнине те асăнчĕ кукамай. Çăка çулçисене типĕтсе, ватса, алласа пашалу пĕçерсе çини те манăçман. Вĕлтĕренпе ут кăшкарĕ те ял çыннисен апачĕ пулнă. Вĕсем пурин валли те çитмен. Вĕсене выçă пурăнакан ял çыннисем ирхине пĕринчен тепри маларах тăрса татса килме тăрăшнă. Вырма вĕçленсен кашниех уй-хире пучах пуçтарма васканă. Пучахсене шĕкĕлчесе-типĕтсе, алă арманĕпе авăртса кĕрпе тунă. Кĕрпе яшки, паллах, пуринчен те тутлăраххи пулнă.

Килти хуçалăхри ĕне вара чылай çемьене выçлăхран çăлса хăварнă. Сĕт-турăх организма кирлĕ пек тытса тăма пулăшнă, яшкана та тĕрлĕ витаминсемпе пуянлатнă. Паллă ĕнтĕ, сĕт уйрăмах ачасемшĕн усăллă пулнă. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсене ял çыннисем пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пынă. Ĕне усракан çынсем ĕнесĕр кÿршĕсене куллен кружкăпа сĕт каçарса панă. Унпа лешсем тутлă яшка пĕçерсе çинĕ. Выçăпа шыçăнса вилме пуçланă ачасене кÿршĕсем сĕтпе çăлса хăварнă тĕслĕхсем ялта нумай пулнă. Телее, Долговсем те ĕне усрама вăй çитернĕ.

Вăрçă çулĕсенче тăвар ыйтăвĕ чи çивĕччисенчен пĕри пулнă. Хăш-пĕри шăпах тăварсăр апат çинипе шыçăнса вилнĕ. Ял Совечĕпе колхоз правленийĕ шанчăклă çынсене суйласа илсе Улатăра тăвар илме янă. Ăна кутамккасемпе йăтса килнĕ, кашни çемьене стаканпа уйăрса панă.

– Астăватăп-ха, пĕррехинче Улатăра пирĕн кÿршĕри икĕ арçынпа пĕр хĕрарăм кайрĕç – калаçăвне малалла тăсать кукамай. – Вăрçă çулĕсенче вăрмансенче вăрăсем, фронтран тарса килнĕ дезертирсем çынсене нумай çаратнă.

Кÿршĕсене, Улатăртан тăварпа таврăнакансене, шăпах çакнашкал çынсем тапăннă. Бандитсем тăварăн çурри ытла пайне хăйсем валли туртса илнĕ. Çакăншăн кÿршĕсене виççĕшне те тĕрмене хупрĕç. Хĕрарăмăн кăкăр ачи пурччĕ, упăшки фронтра çапăçатчĕ. Çак çамрăк хĕрарăма та шеллесе тăмарĕç – пĕчĕк пепкипех тĕрмене ăсатрĕç. Шел, çак ача кайран вилчĕ, вăл тĕрмере шăнса чире кайнă, тетчĕç.

Кĕпе-тумтир çума супăнь пулман. Япаласем çăвас умĕн шыва кĕл ярса пăтратнă, тăрăлтарнă. Çак тăрăлтарнă çемçе шывпа кайран кĕпе-йĕм çунă. Мунчара та çакнашкал шывпа çăвăннă. Гигиена йĕркисене тытса пыма условисем пулманнипе ял çыннисен пуçĕсенче те, тумтирĕсенче те пыйтăсем пулнă. Пыйтăллă кĕпе-тумтире ял çыннисем мунча чулĕсем çийĕн карнă кантрасем çине çака-çака хунă. Чулсем çине шыв сапса, вăйлă ăшши парса пыйтăсене вĕлернĕ. Ку, паллах, вăхăтлăха кăна пулнă. Кайран пыйтăсем каллех ĕрченĕ, пĕр-пĕринчен те ернĕ.

Хĕллехи вăрăм каçсенче ял çыннисем хăйă çутипе алă ĕçĕсем тунă: сÿс арланă, пир тĕртнĕ, çăпата тунă, кĕпе-тумтир çĕленĕ.

Аслă – Çĕнтерÿ кунĕ пуриншĕн те пысăк уяв пулса тăнă.

– Çĕр çинче яланах мирлĕ хĕвел пултăр, – тет кукамай . – Эпир тÿссе ирттернĕ вăрçă нушине никамăн та курмалла ан пултăр.

Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ хыççăн çĕнтерÿçĕ-салтаксем киле таврăнма пуçланă. Пирĕн кукаçие те – Василий Иванович Долгова – киле тĕрĕс-тĕкел таврăнма шăпа пÿрнĕ. Ытти фронтовиксем пекех кукаçи тÿрех колхоз производствинче ĕçлеме пуçланă. Вăл чылай çул уй-хир бригадине ăнăçлă ертсе пынă.

Кукамай уй-хир бригадинче ĕçленĕ.

– Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене те ял çыннисем чăтăмлăн ирттерчĕç – аса илет Мария Александровна. – Малтанхи çулсенче çĕре лаша-вăкăр кÿлсе, ака пуçпа сухалатчĕç. Каярахпа вара колхозра МТС тракторĕсем ытларах та ытларах ĕçлеме пуçларĕç. Колхоза çулсерен вĕр-çĕнĕ тракторсем, автомашинăсем , комбайнсем илсе килни ял халăхне питĕ савăнтаратчĕ. Уй-хирсенче ытларах техникăпа усă курни колхозниксене пысăк çăмăллăх кÿчĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 60-70-мĕш çулсенче пурнăç лайăхланма пуçларĕ, колхоз ура çине çирĕп тăма тытăнчĕ. Тĕрлĕ продукци туса илесси çулсерен ÿссе пынă май, колхозниксем те лайăх ĕçлесе илме тытăнчĕç.

60-мĕш çулсен вĕçĕнче яла электрификациленине, кĕперсене йĕркене кĕртнине кăмăллăн асăнчĕ кукамай. 90-мĕш çулсенче яла газификацилени пĕтĕм ял-йыша питĕ савăнтарчĕ. Районти ялсене пĕр-пĕринпе асфальтлă çулсемпе çыхăнтарни те – пысăк пулăм. Асанкассинчи çулсене асфальт сарни кукамая тата ял çыннисене пысăк савăнăç кÿчĕ. Тĕрĕссипе, пурнăç çакăн пек лайăхланса каясси пирки кукамай малтан шутлама та пултарайман.

Ĕç ветеранĕ

Кукамайпа кукаçи çичĕ ача çуратса ÿстернĕ (тăватă хĕрпе виçĕ ывăл). Шел, виçĕ ывăлĕ çамрăклах вилнĕ. Кукамай кĕçĕн ывăлĕн, Петьăн (йывăр тăпри çăмăл пултăр, вăл çирĕм саккăртах çĕре кĕнĕ), çемйипе пĕрле пурăнать. Унăн – вун çичĕ мăнук, мăнукĕсен ачисем – вун пиллĕкĕн. Ялти чи ватă çын пулсан та кукамай кил хушшинче йĕркеллех кăштăртатса çÿрет-ха.

Яланах тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн кукамая "Ĕç ветеранĕ", "Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул" медальсемпе наградăланă.

Савăнăç куççулĕ

1999 çул кукамайшăн та, пирĕншĕн те чи паллă çул пулса юлчĕ. Çак çул республикăри "Хыпар" хаçатра политика репрессийĕсене пула шар курнисене реабилитацилени пирки вăрăм список пичетленчĕ. Унта мăн кукаçин – Александр Уресметовăн (вăл ссылкăран таврăнсан вилнĕ) тата унăн ачисен – Николайпа (шел, ссылкăран каялла таврăнайман) Мария Уресметовсен хушамачĕсем те пурччĕ. Вулакан ăнланчĕ пулĕ: Мария Александровна – манăн кукамай. "Хыпар" хаçата кукамай хăйĕн арчинче тирпейлĕн упрать. Унти списока вăл тăтăшах вулать, питĕ хумханнипе тата савăннипе капланса килекен куççульне шăлать...

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика