Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм – хирург

15 июня 2012 г.

1944 çулхи апрель уйăхĕн пуçламăш кунĕсем... Пăчăрлă Пашьелĕнчи Уськинсен çемйине çурхи хĕвеллĕ кунсем нимĕн чухлĕ те савăнтарман. Кил умĕпе шăнкăртатса юхакан шыв çемьери иккĕмĕш ачана пытарса таврăннă хĕрарăма тата унăн вун иккĕри хĕр ачине куççуль юхнăн туйăннă.

– Эх, ылханлă вăрçă... – пăшăлтатнă хĕрарăм. – Мĕн чухлĕ çынна тĕп турĕ вăл. Ялти мĕн чухлĕ арçын, çав шутра аçу та, фронтра вилчĕç. Халĕ акă ял çыннисене выçлăх пĕтерме пуçларĕ... Шăллупа йăмăку текех çак урам тăрăх чупса çÿреймĕç. Июль уйăхне тухсан, çĕнĕ улма çиме пуçласан йĕркеллех пурăнса кайăттăмăр та.

– Эх, хăвăртрах çиттĕрччĕ çак вăхăт, – выçлăха пула шыçăнма пуçланă амăшне çÿçĕнчен ачашшăн сĕртĕннĕ Шура. – Ун чухне кашни кун тăраничченех çĕр улми çинĕ пулăттăмăр...

– Çав телейлĕ вăхăт çитиччен нумай юлмарĕ, хĕрĕм. Хальлĕхе чăтмалла... – Шура çине шеллевлĕн пăхса шăппăн калаçнă амăшĕ. – Хĕрĕм, тем вăй чакса ларчĕ, куç хуралса килчĕ. Кăштах выртса канам-ха. Юлашки вăхăтра тăтăшах чирлеме пуçларăм. Текех чĕрĕлеймĕп те...

– Эх, тухтăр пулнă пулсан, сана чĕртеттĕмех эпĕ, анне. Ÿссен... Ÿссен эпĕ тухтăр пулатăп, чирлисене сывататăп.

– Тухтăр – сумлă професси, çынсене сыватасси - пархатарлă ĕç, – вăйсăррăн пăшăлтатнă хĕрарăм. – Эсĕ, çивĕч тăнлăскер, тухтăр пулатăнах. Хĕрĕм, эпĕ вилетĕп пулмалла. Чукунра икĕ çĕр улми пур. Çи...

Кун хыççăн хĕрарăм юлашки хут тарăннăн сывласа илнĕ те, хускалми пулнă... Сĕм-тăлăха юлнă хĕр ачана ялти интерната пурăнма куçарнă.

Сăмах май каласан, 1943 çулта çанталăк çăвĕпе тенĕ пекех йĕпе-сапаллă тăнă, çавăнпа та çав çул хирти тырра кирлĕ пек пухса илеймен, пахчасенче чылайăшĕн çĕр улми çитĕнмен. 1944 çулхи çуркунне вара ял çыннисенчен хăшĕ-пĕри выçăпа вилме пуçланă. 1944 çулта, июньте, районти парти организацийĕн пĕрремĕш секретарĕ Иван Дубов, çынсене вилме парас мар тесе, обкомпа тата Мускавпа çыхăнса Канашри элеватортан Пăчăрлă Пашьелне икĕ автомашинăпа çăнăх кÿрсе килнĕ. Ăна кашни çын пуçне тÿлевсĕрех 10-шар килограмм валеçнĕ. Кун хыççăн ялта çынсем вилме пăрахнă. Шел, Уськинсен çемйи çак телейлĕ саманта кĕтсе илеймен.

Хăйĕн ачалăхри ĕмĕтне пурнăçлас тесе Александра Уськина ялти шкултан свидетельство илсен, 1948 çулта, Улатăрти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Шăмăршă тĕп больницинче медсестрара вăй хунă.

Пĕчĕкренех врач пулас ĕмĕтпе пурăннăскер, 1962 çулта Александра Уськина Иркутскри медицина институтне вĕренме кĕнĕ. 4 курсра хирург специальноçне суйласа илнĕ.

1968 çулта, институт пĕтерсен, чăваш хĕрне тăван республикăна – Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ больницăна ĕçлеме янă. Хирург ĕçне пысăк хастарлăхпа пуçăннă Александра Петровна. Операцисене çулран-çул ăнăçлă туса пынă пултаруллă хирург. Канмалли кунсенче, витререн тăкнă пек çумăр шăпăртатнă е куç курми çил-тăман çавăрттарнă вăхăтра хваттер умне васкавлă пулăшу машини çитсе чарăнсан, А.Уськина нихăçан та хирĕçлесе тăман, хирурги уйрăмне кайса йывăр чирлĕ çынна çăлма васканă.

Аслă категориллĕ хирурга коллективра та, пациентсем те хисепленĕ. Хăйĕн тивĕçне яланах таса чунпа пурнăçланăшăн, чирлисемпе тимлĕ пулнăшăн Александра Петровнăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă. Хирург ĕçĕпе 2012 çулхи январьте, çак йывăр та яваплă должноçра 43 (!) çул вăй хунă хыççăн, сыв пуллашнă. Халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пĕчченех пурăнать (шел, мăшăрĕ пĕлтĕр çĕре кĕнĕ).

Кăçал август уйăхĕнче А.Уськина çуралнăранпа 80 çул çитет. Малалла та чирлемесĕр пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр сире, хисеплĕ Александра Петровна.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика