Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанкассин ылтăн кĕнеки

12 мая 2012 г.

Çапла хаклаççĕ Пашьел тăрăхĕнче пурăнакансем ял историйĕн тĕрленчĕкĕсен пуххине. "Пасна çинчи Асанкасси" кĕнекене çак ялта çуралса ÿснĕ Александр Николаевич Драгунов учитель-ветеран тата журналистика ветеранĕ Василий Федорович Чураков çырнă. Малтан, Шупашкарти издательствăра пичетлесе кăлариччен, район çыннисем кĕнекен чылай сыпăкĕпе "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра паллашрĕç.

Авторсем кĕнекепе тĕплĕн ĕçлени тÿрех курăнать. Вăл сăн ÿкерчĕксемпе те пуян.

Кĕнекен умсăмахне Чăваш Халăх академийĕн хисеплĕ президенчĕ, вăлах редакторĕ В.П. Никитин-Станьял çырнă, тĕрленчĕксен пуххине лайăх хак панă. Вăл, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститутĕнчен вĕренсе тухсан, 1962-1965 çулсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта учительте ĕçленĕ.

Кĕнекере паллă çынсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Чăнах та, ытла пысăках мар ялта мĕн тери ăслă та пултаруллă çынсем ÿссе çитĕннĕ. Вĕсем – пĕтĕм тĕнчипе паллă ăсчах М.Козлов, наука докторĕ тата профессор Х.Губейдуллин, техника наукисен кандидачĕ, Мускаври эксперт-наука тĕпчев институчĕн аслă сотрудникĕ В.Корчаков, тăван республика искусствинче пысăк çитĕнÿсем тунă П.Ванюшин, Н.Корчаковпа Н.Сергеев артистсем, В. Чураков журналист... Район çыннисем çыхăну уйрăмĕн ĕçченне В.Журавлевана (Падиарована) Чăваш АССР Аслă Канашĕн пĕрремĕш суйлаври (вăл кайран Виçпÿрт Шăмăршăра пурăннă), Л.Степанова пăру пăхакана çиччĕмĕш суйлаври депутатсем пулма суйланă. Канашри чугун çул деповĕн машинистне И.Драгунова Ленин орденĕпе наградăланă. Г.Марков – республикăри паллă вăрманçăсен шутĕнче.

Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, Асанкасси 400 çул каялла, 1604-1607 çулсенче пуçланса кайнă. Тутарсем вара ку яла 1884-1887 çулсенче куçса килнĕ. Кунта пурăнма çÿлти пуçлăхсем ирĕк панă-мĕн. Çакна архив докуменчĕсем тăрăх палăртаççĕ. Икĕ наци халăхĕ савăнăçне те, нуши-тертне те пĕрле пайланă.

Çĕр ыйтăвĕ хресченсемшĕн яланах тавлашуллă пулнă. Çĕре теплере пĕрре кăна пайланă. Çĕр уйăрнă хыççăн çуралнисем пайсăр юлнă. Çав вăхăтрах çĕрпе усă куракансенчен чылайăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă (кам ватлăхпа, кам чир-чĕре пула...) Çĕрсене вăрах хушă пайламаннипе 1902 çулхи ноябрьте ялта пăлхав çĕкленнĕ. Çивĕч ыйтăва Чĕмпĕр кĕпĕрнин хуçисен татса пама тивнĕ.

Яла вут-кăвар сахал мар терт-нуша кăтартнă. Типĕ те шăрăх çанталăка пула 1910 çулта тутарсен урамĕнчи кил-çуртсем пĕтĕмпех çунса кайнă.

Совет саманинче те ялта пысăк инкек пулнă. 1957 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче шăрăх çанталăкра 2-3 сехет хушшинче аслă урамри 46 кил çунса кĕлленнĕ. Шалкăм çумăр çуса антарни вут-хĕме ял вĕçне тухма паман. Ял çыннисене нимле йывăрлăх та çапса хуçайман. Икĕ наци халăхĕ пĕр-пĕрне лайăх ăнланса, пĕрлехи вăйпа нимесем туса ырми-канми ĕçленĕ май, пушарта шар курнă çемьесем 2-3 çул хушшинче çĕнĕ пÿртсенче пурăнма пуçланă.

Граждан вăрçи те ку тăрăхра хĕрÿ пынă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче ял çыннисем фронтра та, тылра та паттăрлăхпа тÿсĕмлĕх кăтартнине те авторсем кĕнекере тĕплĕн çырса кăтартнă. Ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе те маттур иккен асанкассисем. Çутĕçпе культура тата медицина темисемпе çырнине те вулама интереслĕ. Пархатарлă ĕçпе ят-сума тивĕçнĕ çынсем пирки илемлĕ чĕлхепе çырса кăтартни те вулакана илĕртет.

Ял историне тарăннăн тĕпчесе "Пасна çинчи Асанкасси" кĕнеке пичетлесе кăларнăшăн ял çыннисем А.Драгуновпа В.Чуракова пĕтĕм чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем калаççĕ. Пултаруллă авторсене чăннипех те мухтамалăх пур.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика