Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физика предмечĕн эрни

21 апреля 2012 г.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта физика предмечĕн эрни иртнĕ, ăна авиаципе космонавтика кунне халалланă. Унта вĕренекенсем пурте хастар хутшăннă. Кĕçĕн класрисем хаваспах ÿкерчĕксен конкурс-курав йĕркеленĕ. Çак куравра Байконур космодрома сăнлакан сăн ÿкерчĕксем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Авторĕ Вячеслав Ермолаев шăпах çавăнта çар хесметĕнче тăнă. Кĕнекесен куравĕ те ăнăçлă пулнă. Паллă физиксем, космонавтсем çинчен çырнисемсĕр пуçне вĕренекенсен тĕпчев ĕçĕсем те унта вырăн тупнă.

8 класра ăс пухакан Алла Симурзинан кроссворчĕ чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Стена хаçачĕсем те пĕринчен тепри интереслĕрех пулнă. Вĕсенче лартнă тĕллевсене веçех уçса панă. Кашни класрах «Космос ĕнер, паян, ыран» ятпа класс сехечĕсем иртнĕ. Вĕсене ирттерме Александр Петровпа Евгений Кудряшов, Надежда Малеева хутшăннă. Акт залĕнчи хаваслă уяв та ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ. Унта сăвăсем вуланă, юрăсем шăрантарнă. Кристина Савельева Андриян Николаев летчик-космонавт пирки презентаци хатĕрленĕ.

Физика предмечĕн эрнине хастар хутшăннă, мала тухнă вĕренекенсене Грамотăсем, Тав хучĕсем тата парнесем парса чысланă.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика