Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хире тухас умĕн

11 апреля 2012 г.

ÇУР АКИ умĕнхи семинар-канашлу кăçал "Сатеев А.И." фермер (хресчен) хуçалăхĕнче иртрĕ. Унта пухăннă хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, фермерсем çурхи ака-суха ĕçĕсем пирки калаçрĕç. Чи малтанах А.Сатеев фермер хăйĕн хуçалăхĕпе, ĕççине мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕ.

Пашьелсем ĕççине хатĕр темелле. Тракторсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем, тĕпрен илсен, юсавлă. Вăрлăхсем те çителĕклĕ. Çур аки планне те туса хатĕрленĕ, çирĕплетнĕ. Механизаторсемпе, çур акине хутшăнакан ытти рабочисемпе малтанах ĕç килĕшĕвĕ тунă. Хуçалăхра кăçал ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕ çине тимлĕх ытларах уйăрма палăртнă.

Семинара хутшăннисем техника паркĕпе паллашнă, техника чăнласах та юсавлă пулнине курса ĕненнĕ хыççăн ялти Культура çуртне пуçтарăнчĕç. Кунта район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ В.Севрюгин çур аки планĕпе, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Кăçал, çуркунне кая юлнăран, уй-хир ĕçĕсем те каярах пуçланаççĕ. Çавна май çĕре май килнĕ таран хăвăртрах ĕçе кĕртме, суйласа илнĕ лаптăксенче нÿрĕк тытма, çĕр хатĕрлесе акма тивет. Çавна май ĕçе икшер сменăпа йĕркелеме палăртнă.

Çурхи ĕçсен калăпăшне пĕчĕк теме çук. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районта пĕтĕмпе 8247 гектар акса хăварма палăртнă: тулă 4950, урпа 2333, сĕлĕ 600, хура тул 200, пăрçа 30-шар гектар, нумай çул ÿсекен курăксене – 250 гектар, пĕр çул ÿсекеннисене – 360 гектар. Çавăн пекех кĕр калчисене 3157 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 2200 гектар минераллă удобренипе апатлантарса хăвармалла. Çур акинче удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, вăрлăхсемпе чăрмавсем пулмалла мар.

Пропашной культурăсем те манăçа юлмаççĕ. Кăçал сахăр кăшманĕ 300 гектар, çĕр улми 280 гектар пулĕç. Тен, кĕр калчисене хăш-пĕр çĕрте çĕнĕрен е хушса акма тивĕ. Ку паллах, хушма тăкак.

Хуçалăхсенче техника енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ха; Çакăнпа Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн аслă инспекторĕ В.Захаров паллаштарчĕ. Хуçалăхсенче хальхи вăхăтра юлашки тракторсене, ял хуçалăх машинисене юсаççĕ, регулировка тăваççĕ.

Кăçалхи агротехника ĕçĕсен уйрăмлăхĕсем çинче "Патшалăхăн тĕп агрохими служби" ФГУн специалисчĕ А.Федоров тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев хутшăнчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене пĕтĕмлетсе тата çивĕчлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н. Никифоров сăмах каларĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика