Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă çĕклерĕ кăмăла

04 апреля 2012 г.

Раççей историйĕн çулне тата района йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă ял поселенийĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсен районти фестивальне малалла тăсса, Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Асанкассинчи ансамбльсемпе солистсем те ял-йыша хăйсен сцена ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.

Программăна пуçласа хор "Вăйă юрри" тата "Ой-по над Волгой" юрăсене мăнаçлăн шăрантарчĕ (аккомпаниаторĕ Т.Малеева). "Алый парус" ансамбль "Дети России", хĕрарăмсен ансамблĕ "Улма йывăççи", "Сĕрме купăс", квартет "Под окном черемуха" юрăсемпе савăнтарчĕç (аккомпаниаторĕ В.Тимошкин). Е. Хвостикова, М.Тимошкина, З.Укина, В.Тимошкин солистсем – уйрăмшарăн, Р.Андреевапа А.Кокуркина, А.Можаевапа О.Александрова, Е.Хвостиковапа И.Угарина, Кристинăпа Васелиса Даниловасем, Розăпа Марина Тимошкинасем, Е.Хвостиковапа Н.Кавалерова дуэтпа илемлĕ юрларĕç.

С.Еливанова çĕкленÿллĕ кăмăлпа "Бородино" сăвă вуласа пачĕ. "Сар пике" лавккара ĕçлекенсем "Килти мыскара", "Радуга" ача сачĕнче вăй хуракансем "Мент юлташ" сценкăсене ăста вылярĕç.

Шкулта вĕренекенсен "Вальс весны" тата вырăс халăх ташшисем те залра ларакансене питĕ килĕшрĕç.

Тутарсен юрри-ташши программăна хăйне евĕр илемлĕ тĕс кÿчĕ, Багдеевапа Хайретдинова "Тăвансем" юрра ăста шăрантарчĕç. А.Хайретдинова тутар халăх ташшине çав тери килĕшÿллĕ ташларĕ.

Концерт программине вĕçлесе фольклор коллективĕ тулли зала кăмăла çĕклекен юрă-ташă тата сăвă-такмак композицийĕпе килентерчĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика