Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшшине парса

24 марта 2012 г.

Ял поселенийĕсен библиотекисен 2011 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Пăчăрлă Пашьелĕнчи библиотекăна чи лайăххи тесе йышăннă. Т.Можаева библиотекаре райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн секторĕн сумлă Грамотипе чысланă. Çак кунсенче пирĕн корреспондент Т.Можаевапа тĕл пулса калаçнă, ăна библиотекăпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

– Тамара Петровна, 2006 çулта сирĕн библиотека модельлĕ никĕс çинче ĕçлеме пуçларĕ. Çак ырă пулăм, паллах, ĕçре чылай çĕнĕлĕхсем кĕртме май пачĕ ĕнтĕ.

– Ку тĕрĕсех. Пирĕн библиотекăна компьютер техникипе тивĕçтерчĕç, Интернетпа çыхăнтарчĕç. Кĕнекесем илнисĕр пуçне, халĕ ял çыннисем библиотекăна тĕрлĕ енлĕ информаци илме килеççĕ. Студентсем, сăмахран, компьютерпа усă курса тĕрĕслев, курс, диплом ĕçĕсем çыраççĕ, хăйсене кирлĕ ыйтусене çутатаççĕ. Рефератсен, курс е диплом ĕçĕсен хуплашкисене илемлĕн туса парасси, ксерокопи хатĕрлесси те библиотекăра яланхи ĕç пулса тăчĕ.

– Библиотекăсенче электронлă никĕс çинче тематикăллă материалсем хатĕрлесси çирĕп йăлана кĕчĕ...

– Ку енĕпе библиотекăна модельлĕ никĕс çине куçарсанах ĕçлеме пуçларăмăр. Халĕ пирĕн компьютерта ялти ятлă-сумлă çынсемпе, вăрçă тата тыл ветеранĕсемпе, ял аталанăвĕпе, шкулпа çыхăннă электронлă базăсем пур. Мероприятисем ирттернĕ чухне вĕсемпе тăтăшах усă куратпăр. Александр Иванович Гармонщиков ял историне, унăн аталанăвне çутатакан кĕнеке пичетлесе кăларни Пăчăрлă Пашьел çыннисемшĕн хăйне евĕр парне пулса тăчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă мероприятисем йĕркеленĕ чухне те учитель-фронтовик библиотекăна пысăк пулăшу парать. Çавăн пекех педагогика ĕçĕн ветеранне Галина Тихоновна Емельянована та библиотека ĕç-хĕлне хастар хутшăннăшăн ырăпа асăнас килет.

– Кĕнеке фончĕ пуянлансах пырать-и?

– Хальхи вăхăтра ял библиотекинче çичĕ пине яхăн кĕнеке упранать.

Пĕлтĕр библиотека илĕртÿллĕ хуплашкаллă энциклопедисемпе, справочниксемпе, словарьсемпе, илемлĕ литература кĕнекисемпе, ача-пăча изданийĕсемпе пуянланчĕ. Шел, юлашки çулсенче пичетленнĕ чăвашла кĕнекесем хальлĕхе çителĕксĕр-ха. Ял çыннисем Виталий Шемекеевăн "Ай, тăварлă-çке юрату куççулĕ", Улька Эльменĕн "Çирĕп чунлисем телейлĕ", Валентина Тараватăн "Кил ăшши", "Кĕтмен венчет" тата ытти хăш-пĕр писательсен кĕнекисене уйрăмах юратса вулаççĕ.

– 2012 çул – Раççей историйĕн çулталăкĕ. Района йĕркеленĕренпе кăçал 85 çул çитет. Çак паллă событисене халалланă мероприятисем ирттерме пуçларăр-и?

– Паллах. Библиотекăра Раççей историне ("Эп Раççейре çуралнă") тата район юбилейне ("Кунта – ман асаттесен çĕрĕ") халалланă куравсем йĕркеленĕ. Выставкăсем умĕнче çитĕннисемпе те, ачасемпе те калаçусем иртеççĕ. Кĕнеке тишкерĕвĕсем, истори сехечĕсем, электронлă презентацисем йĕркелеме, ветерансемпе тĕл пулусем ирттерме палăртрăмăр.

– Чи активлă вулакансенчен камсене палăртма пултаратăр?

– Лидияпа Валентин Шикинсем, Николай Иванюков, Олимпиада Уркина, Людмила Шаталкина, Нина Антипова, Галина Уськина тата ыттисем нумай кĕнеке илсе вуланине, хăйсен тĕнче курăмне пуянлатнине асăнмалла. Ачасенчен Алексей Укина, Оксана Долгована, Любовь Корчакована, Алина Кокуркинана тата ыттисене палăртас килет.

– Ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр Сире!

– Тавтапуç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика