Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ идейăсен фестивалĕ

21 марта 2012 г.

РАЙОНТИ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем педагогика идейисен фестивальне ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ. Чĕлхеçĕсем çак кунсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пухăнчĕç.

Вĕрентекенсене чаплă лару-тăрура А.Г. Петров шкул директорĕпе Г.В. Уськина чăваш чĕлхипе литератури учителĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хăнасене çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе сăйларĕç вĕренекенсем, тăван чĕлхе çинчен хатĕрленĕ литмонтажпа саламларĕç.

Тĕрлĕ çĕртен килнĕ вĕрентекенсем хальччен курман ачасемпе, çĕнĕ технологипе усă курса, урок тата класс тулашĕнчи ĕç, семинар ирттерчĕç.

Г.В. Карзанова (Кивĕ Чукал шкулĕ) 5 "б" класра тăван ен культурипе ирттернĕ урокра "Авалхи виçесем" тема çинче чарăнса тăчĕ. Чăвашсем япаласен тĕршшĕне, сарлакăшне, йывăрăшне, хакне виçмелли мелсене практика урлă ачасем патне илсе çитерчĕ. Пиллĕкмĕшсем хăлаç е чалăш, хур е чике йышши виçесен ячĕсене асра хăварчĕçех. Мĕншĕн тесен кашни виçе ятне çирĕплетмелĕх ятарлă хушусене пурнăçларĕç, кăсăклансах ĕçлерĕç.

Г.В. Уськина (Пăчăрлă Пашьел) çиччĕмĕшсемпе, Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай 105 çул тултарнине халалласа, "Тăван çĕр-шыв" поэми тăрăх урок ирттерчĕ. Йышлă класс виçĕ ушкăна уйрăлса стена хаçачĕсен конкурсĕнче тупăшрĕ. Хаçатра ачасем урокра тунă ĕçсене çутатрĕç. Вĕсен шутĕнче – "Тăван çĕр-шыв" ăнлава палăртакан кластер, тăван ене халалланă сăвă, сочинени-миниатюра, ÿкерчĕк, Хусанкай пултарулăхĕпе, поэмипе çыхăннă ыйтусен хуравĕсем... Пĕри те ĕçсĕр лармарĕ, хавхаланса ăмăртрĕ.

Шăмăршăри вăтам шкул вĕрентекенĕсем йĕркеленĕ класс тулашĕнчи ĕçсем те вăтам классемшĕн усăллă пулчĕç. Çĕр-шыври виççĕмĕш космонавта А.Г. Николаева халалланăскерсем, вуншар ачара тĕнче уçлăхне вĕçес туртăма çуратрĕç пулĕ. Паллах, чăваш Улăпĕпе кашниех мăнаçланчĕ.

И.П. Ухваркинан "Пĕлÿ турнирĕ" тăваттăмĕшсене Андриян Григорьевичăн биографине, космос çитĕнĕвсене туллин пĕлме пачĕ, çĕнтерÿçĕсене "медаль" тивĕçни çав тери çунатлантарчĕ.

З.В. Головинская 5 "а" класа "çул çÿреве" чĕнчĕ. Ачасем хаваспах Николаев вĕреннĕ, ĕçленĕ тата пурăннă вырăнсене "çитсе курчĕç", унтан тĕнче уçлăхне "вĕçрĕç". Çĕр çине "космонавтсем" хăйсем ăсталанă самолетсемпе "таврăнчĕç". Кластер, синквэйн пек кăсăклă мелсем ачасене Çĕр çинче, космосра çирĕп пĕлÿллĕ пулмаллине ас тутарчĕç.

И.В. Степанова ертсе пынипе улттăмĕшсем А.Г. Николаев вĕçнĕ "Восток-3", "Союз-9" карапсем çине "ларса" ăмăртрĕç: тĕнче уçлăхĕпе тата космонавт ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă тĕрĕслевсем витĕр тухрĕç. Хăйсене чăн-чăн космонавт пек туйрĕç, ахальтен мар уçлăхран çыру та ячĕç. Пултаруллисем вара "медале" тивĕçрĕç.

Уява пуçтарăннсемпе З.В. Головинская (Шăмăршă шкулĕ) "Чăваш чĕлхи тата литератури урокĕсенче, класс тулашĕнче проект мелĕпе ĕçлесси" темăпа мастер-класс йĕркелени те фестиваль пĕлтерĕшне ÿстерчĕ. Зоя Васильевна хăйĕн ĕç опычĕпе усă курса çĕнĕ меслетлĕхе ĕçтешĕсем умне яр-уççăн кăларса тăратрĕ.

Фестиваль ĕç-хĕлне сÿтсе явнă чухне вĕрентекенсем çÿлерех асăннă ĕçтешĕсен професси ăсталăхĕ çÿллĕ шайрине палăртрĕç. "Компьютер технологийĕпе вырăнлă усă курниех сирĕн методика "пиçсе çитнине" çирĕплетет", – пĕтĕмлетрĕ шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Н. Симурзина. Урок-мероприятисене, мастер-класа чи пысăк паллăпа хакларĕç. Район администрацийĕн халăха вĕрентес ĕçĕн пайĕн Хисеп грамоти хастар чăвашсене ахальтен тивĕçмерĕ.

Палăртма кăмăллă, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул администрацийĕ фестивале йĕркелсе ирттерме тĕплĕ хатĕрленнĕ. Çавна май ун ертÿçисене, çавăн пекех чăваш чĕлхипе литератури учительне Галина Витальевна Уськинăна, аваллăха çитсе курма пулăшнă музей директорне Ирина Валентиновна Ермолаевăна, поварсене чĕлхеçĕсен ячĕпе чĕререн тав тăвас килет. Çынлăхăр, ăсталăхăр нихçан та ан чактăр Сирте!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика