Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оксана Драгунова – «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс лауреачĕ

22 февраля 2012 г.

Республикăра чи талантлă артистсене тупса палăртас тата хавхалантарас тĕллевпе çулленех "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурс ирттереççĕ. Кăçалхи конкурсра "Чи лайăх хĕрарăм ролĕ" номинацире К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн артистки Оксана Драгунова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вăл Людмила Сачкован "Пĕртен-пĕррескерĕм" пьеси тăрăх лартнă спектакльте Анюта рольне пысăк ăсталăхпа вылянă.

Оксана Драгунова пирĕн районти Асанкасси ялĕнче çуралнă, пĕлтĕр Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне пĕтернĕ. Студент çулĕсенче "Чи çутă ĕмĕт" конкурса хутшăнса I преми, Ольга Ырзем ячĕллĕ чи лайăх вулакансен конкурĕнче II преми илме тивĕçнĕ.

"Ромеопа Джульетта" спектакльте Джульетта, В.Шекспирăн "Вун иккĕмĕш каçĕнче" Виола, И.С.Тургеневăн "Ялти уйăхĕнче" Вера, А.Островскин "Аслатийĕнче" Катерина, А.К. Толстойăн "Тĕттĕмлĕх тыткăнĕнче" Анютка, Ф.Достоевскин "Тăмсай" ("Идиот") пьесинче Аглая ролĕсене ăста выляса куракансене савăнтарнă.

Хамăрăн пултаруллă ентешĕмĕре театр ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырă сунатпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика