Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнер – салтакчĕ, паян – студент

22 февраля 2012 г.

Асанкассинчи Дамир Айнетдинов 2009 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан тÿрех Ульяновскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Экономика факультетĕнче пĕр çулталăк вĕренсен ăна ытти призывниксемпе пĕрле çар комиссариатне чĕнтернĕ.

– Дамир, санăн вĕренĕве вĕçличченех отсрочка илсе пыма право пур... – тенĕ ăна комиссариат работникĕ.

– Мана отсрочка кирлĕ мар, – çирĕппĕн татса каланă тутар йĕкĕчĕ. – Эпĕ хам çулти тантăшсемпе пĕрле службăна каяс тетĕп. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен ретне тăрасси маншăн пĕрремĕш вырăнта тăрать. Салтакран таврăнсан институтра малалла вĕренĕп.

– Санăн шухăшна ырлатăп, – тенĕ призыв комиссийĕн членĕ. – Апла пулсан повестка илме хатĕрлен...

Çапла вара, 2010 çулхи кĕркунне Дамир Айнетдинов салтак стройне тăнă. Атăл çи регионĕсенчен пĕринче стратегилле пĕлтерĕшлĕ ракета чаçĕнче службăра тăни ăна мăнаçлăх туйăмĕ кÿрсе тăнă.

Çар специальноçне кĕске хушăрах алла илсе Дамир юлташĕсемпе пĕрле кунран-кун çар тивĕçне пурнăçланă. Часах вăл подразделенири чи маттур салтаксенчен пĕри пулса тăнă. Паллах, лайăх салтак пулма Дамира аслашшĕн, Абдулкадир Сираевичăн, тата ашшĕн тетĕшĕн, Абдулбари Кадировичăн, ырă тĕслĕхĕсем те хавхалантарнă. Вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăррăн çапăçни, Смоленск таврашĕнчи хаяр тытăçусенче Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе медальсене тивĕçни пирки ашшĕ, Насих Кадирович, ăна пĕрре мар каласа кăтартнă. Питĕ шел, салтаксем киле таврăнайман, паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă.

Служба тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа тата Присяга хушнă пек пурнăçланăшăн Дамир Айнетдинова чаç командованийĕ Грамота парса чысланă. Кунсăр пуçне, лайăх салтак ÿстернĕшĕн тав туса чаç командирĕ ашшĕпе амăшĕ патне çыру янă.

Служба срокĕ вĕçленнĕ май, 2011 çулхи ноябрьте Дамир Айнетдинов тăван яла таврăннă. Пĕр эрне пек кансан ĕнерхи салтак каллех Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнче вĕренме пуçланă. Запасри салтак вĕренĕве пысăк хастарлăхпа пуçăннă.

Канмалли куна тăван яла килсен Дамир Айнетдиновпа хăйĕнпе тĕл пулса калаçрăмăр. Çар службинче пулни мĕн панă-ха Асанкасси каччине;

– 2010 çулхи кĕркунне, шкулта пĕр класра вĕреннисем: Кивĕ Чукалти Дмитрий Мандрюков, Григорий Малеев, Чукалти Александрпа Алексей Матросовсем, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Алексей Воронцов, Александр Емельянов, Владимир Кудряшов тата эпĕ çар ретне тăтăмăр, – терĕ Дамир. – Пĕр çулталăкран служба срокне вĕçлесе киле таврăнтăмăр. Паллах, эпир пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçнă вăхăтра служба кунĕсене те аса илетпĕр. Салтакра пулнă тапхăр пирĕншĕн лайăхпа асра юлнă. Служба арçыннăн характерне, ÿт-пĕвне пиçĕхтерет, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет. Çавăнпа та эпĕ çамрăксене пĕр пăркаланмасăр службăна кайма сĕнетĕп.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика