Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев – малалла каясси

11 февраля 2012 г.

РФ премьер-министрĕ В.В.Путин хăйĕн "Демократи тата патшалăх пахалăхĕ" статйинче патшалăх аталанăвĕн кулленхи çивĕч ыйтăвĕсене çĕкленĕ. Эпĕ вĕсене çĕр-шывăн малаллахи талпăнăвĕн анлă программи пек хаклама пултаратăп. Çакăнтан халăхăн пурнăç тăнăçлăхĕ, условийĕсен ÿсĕмĕ, çамрăк ăрусен пуласлăхĕ килет-çке.

Эпир демократи аталаннă çĕр-шывра пурăнатпăр. Политика тытăмне, судпа право хуралĕн ĕç-хĕлне, ку сăмах пур сферăпа отрасле те пырса тивет – çĕнетсе улăштармалли, тăнăç организмлă туса хумалли вăхăт çитнине пурнăç кăтартса пачĕ. Влаçпа халăх хушшинчи çыхăну çирĕпленмеллех. Пурнăç чăнлăхĕ çапла: вĕсем уйрăммăн пурăнма пултараймаççĕ.

Статьяра вырăнти хăй тытăмлăх, пĕтĕмĕшле федерализм, коррупципе кĕрешес ыйтусене çивĕч хускатнă. Палăртни пурнăçлансан, пирĕн малашлăх татах уçăмланĕ. Пĕтĕмпех хамăртан килет.

Виталий Алексеев, ĕç ветеранĕ.

Владимир Путинăн çĕр-шыв экономикине халалланă статйипе интересленсе паллашрăм. Пĕчĕк бизнесăн 2020 çулччен Раççейри мĕн пур ĕç вырăнĕн 50 процент-ĕнчен кая мар йышăнмалли çинчен каланă. Ку тĕллев пирĕн районшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна пурнăçласан ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерессипе малалла чылай кайăпăр. Фермер юхăмĕ вăйлантăрччĕ. Вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хутшăнĕç. Патшалăхăн фермерсене ÿсĕм çулĕ çине тăратма пулăшмаллах. Ятарлă грантсем памалла тесе шутлатăп.

Александр САТЕЕВ, фермер.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика