Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьепе шкулăн пĕрле ĕçлемелле

08 февраля 2012 г.

Çемье тата шкул тачă çыхăнура ĕçлесен çеç ÿсĕмсем тума пулать текен чăнлăх паянхи кун хăйĕн хăватне çухатрĕ. Çакна пулах эпир воспитани тĕлĕшĕнчен те пысăк çухатусем тÿссе ирттеретпĕр. Ачасем япăхрах вĕренни, хăйсене çын хушшинче тытма пĕлменни, йĕркене пăсса йăнăш çул çине тăни те çакăн сăлтавĕ пулĕ тесе шутлатăп.

Чылай ашшĕ-амăшĕ воспитанипе вĕрентÿ шкул ĕçĕ çеç тесе шутлани - пысăк йăнăш. "Ачасене вĕрентекенсен аллине панă – вĕсем яваплă" тенине пĕрре çеç мар илтме тÿр килнĕ. Вĕренÿ çулĕн кашни чĕрĕкĕнчех класри пухусем иртеççĕ. Унта вара ашшĕ-амăшĕн вăтамран 40-50 проценчĕ çеç пуçтарăнать. Нивушлĕ ыттисен хăйсен ачисен шкулти пурнăçĕпе кăсăкланас килмест-ха; "Мĕнле вĕренет-ши, ачасем хушшинче хăйне мĕнлерех тытать-ши;» текен ыйтусем çуралмаççĕ-ши ашшĕ-амăшĕн. Вĕрентекен хăйне кăтартма йыхравламасть-çке пухăва, пурне те кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явса тĕрĕс хурав тупма тĕллев лартать.

Пирĕн шкулта электронлă дневникпа анлăн усă кураççĕ. Енчен те интернет пур пулсан, ашшĕ-амăшĕ килте компьютер умне ларсах ачисен вĕренÿ паллисемпе паллашма пултарать. Паянхи куншăн çакă – питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах та ку шкулти пухăва килмелле маррине пĕлтермест. Ачан ÿсĕмĕсемпе япăх енĕсем çинчен вĕрентекенсемпе курса калаçни кирлĕ. Пĕрле вăй хурса ĕçлесен çеç эпир ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăр – анлă тĕнчекурăмлă, сăпайлă та ăслă ачасем çитĕнтерĕпĕр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика