Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх классĕ

21 декабря 2011 г.

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекенсене "туслăх класĕ" тесе калаççĕ. Кунта Пăчăрлă Пашьел, Асанкасси, Улмаллă, Вырăс тата Çĕнĕ Чукал ялĕсенчен килнĕ чăваш, тутар, вырăс ачисем пĕр çемьери пекех килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем вĕренÿре те, канура та хастарлăх кăтартаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. Çак ачасем кĕçĕн класран пуçласах пĕрле выляса ÿснĕ. Тăванла нацисен чĕлхине, культурине хисеплеме пĕлеççĕ. Пĕр-пĕрне ÿпкелесе харкашнине пĕрре те илтмен тăххăрмĕшсенчен, "Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн" девизпа вĕренеççĕ вĕсем. Çак çитĕнÿсенче С.В. Еливанова класс ертÿçин тÿпи те пысăк.

– Хам тутар пулсан та, чăваш культурине, çепĕç чĕлхине питĕ юрататăп. Юрри-кĕввине итлеме, хаçат-журналне те вулама килĕштеретĕп, – тет Асанкасси ялĕнчи Гельнара Абульханова тутар хĕр ачи. – Çапла пулма пире асатте-асанне, атте-анне, учительсем вĕрентнĕ.

– Нацисем хушшинчи курайманлăх, хирĕçÿ-тавлашу пирĕн класшăн ют, – калаçăва хутшăнать Оксана Долгова. – Савăнăçне те, йывăрлăхсене те пĕрле сÿтсе явса тĕрĕс хурав тупма тăрăшатпăр. Çак ырă йăлана пирĕн малалла та тăсасчĕ.

Тăххăрмĕш класс вĕренекенĕсен туслăхне ыттисен ăмсанмалли, вĕсенчен тĕслĕх илмелли çеç юлать. Çак тивĕçе вĕсем çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ.


Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика