Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕр кÿлли

07 декабря 2011 г.

"ШĂНКĂР-ШĂНКĂР шыв юхать, ĕмĕр иртет, кун юлать", çапла юрлаççĕ пирĕн тăрăхра ватă кукамайсемпе кукаçейсем, асаннесемпе асаттесем. Хăйсен пурнăçĕнче вĕсем мĕн чухлĕ халап-юмах илмен-ши; Вĕсене пире каласа парса савăнтарнă. Акă кукамайсенчен илтнĕ "Хĕл кÿлли" çинчен калакан халапсенчен пĕри. Мĕн тери интереслĕ вăл.

Ĕлĕк-авал пĕр пуян хĕр чухăн качча юратнă, тет. Пуян хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ çакна пĕлсен хăйĕн хĕрне çак каччăпа тĕл пулма чарнă тет. Ашшĕ тарçисене хĕрĕ хыççăн сыхлама хушнă. Анчах та пĕррехинче каçхине хĕрпе каччă кÿлĕ хĕрринче вăрттăн тĕл пулма калаçса татăлнă. Каç пулсан пуян хĕрĕ кÿлĕ хĕррине çитсе савнине кĕтме тытăнать. Каç пулса килет. Ашшĕ вăрçăнать. Çав вăхăтра пуян тарçисем хĕрĕн савнă каччине тĕл пулаççĕ. Ăна пуян хĕрĕпе çÿренĕшĕн хытă хĕнеççĕ. Савнă каччă çавăнпа тĕл пулăва вăхăтра çитеймест. Ăш вăрканипе хĕр шыва кĕме шухăшлать. Хывăнать те каçхи ăшă шыва кĕрет. Вăл сиссе те юлаймасть, кÿлĕ варрине ишсе çитет, авăра çакланать. Темле ишсе тухас тесен те çав авăртан тухаймасть. Авăр çаврăмĕ ăна шалтан шала илсе кĕрет. Хĕр кăшкăрать, савнине пулăшма чĕнет. Анчах çав каç ăна никам та пулăшма пултарайман. Тепĕр каçхине ялтан çамрăксем шыва кĕме килсен хĕрĕн кĕпине тупса яла илсе пыраççĕ, хĕр путса вилни çинчен каласа параççĕ. Çамрăксем каçхине вăййа тухсан, çав кÿлĕ таврашĕнче чылай вăхăт хушши хĕр сассине, вăл такама чĕннине илтнĕ. Çавăнтанпа ку кÿлле "Хĕр кÿлли" теççĕ. Çак ят паянхи кун та çамрăксене пуян хĕрпе каччăн телейсĕр юратăвне аса илтерсе тăрать.

Çак "Хĕр кÿлли" пирки тата тепĕр халап те çÿрет. Халапĕ çапла пуçланать. Пирĕн ял хĕрне (Пăчăрлă Пашьел хĕрне) Йĕпреçпе Улатăр тăрăхĕнчи каччăсем килĕштернĕ пулать. Ку тăрăхсенчи пĕр каччă вара хĕре вăрлама шутлать. Пĕр каçхине çак каччă юлташĕсемпе хĕре улталаса, савни кÿлĕ хĕрринче кĕтет, тесе кÿлĕ хĕрррине илсе пыраççĕ. Кÿлĕ хĕрринче кимĕ хатĕр пулнă. Каччă юлташĕсемпе пĕрле хĕре кимĕ çине кĕртсе лартнă та тарма шутланă. Кÿлĕ варрине ишсе çитсен хĕрĕн йĕкĕчĕ савнине вăрласа кайнине сисет, юлташĕсемпе пулăшма чупать. Каччăсем кÿлĕ хĕррине çитсенех шыва сикеççĕ, хĕре хăтарма васкаççĕ. Кимĕ çинчи хĕр çакна сиссенех кăшкăрать, вăрлакансене кĕсменпе авăсма чăрмантарать. Хĕре вăрлама шутланă каччă тарăхса каять те: "Мана пулмасан, никама та ан пул", – тесе хĕре шыва чышса ярать. Авăра çакланнă хĕр тÿрех путать. Савнийĕ те çăлса ĕлкĕреймест. Хĕр вăрлакансем тараççĕ.

Виççĕмĕш халапĕ вара çапларах. Ĕлĕк-авал, ялта вăрах вăхăт хушши çумăр çумасан, ял çыннисем ялти чи хитре хĕре суйласа илнĕ, ăна çумăр турри валли парнелесшĕн пулнă. (Çумăр çутăр тесе).

Хĕре шурă япаласем тăхăнтартнă, кÿлĕ патне çуран уттарса кайнă. Вăл малта йĕрсе утнă, ял çыннисем хыçалта пынă. Кÿлĕ патне çитсен, ялти чи ватă çын çумăра çутарма тархасланă. Хĕр мăйĕ çине пысăк чул çакса шыва янă. Çĕрле çав кÿлĕ таврашĕнче хĕр сассине, вăл макăрнине илтме пулнă теççĕ. Çавăнтанпа çак кÿлле «Хĕр кÿлли» теме пуçланă.

Пĕр кÿлĕ пирки – виçĕ халап. Икĕ халапне телейсĕр юрату пĕрлештерсе тăрать.

Çак халапсем пире хĕр ĕмĕрĕ пирки тарăн шухăша яраççĕ, шухăшлаттараççĕ. "Хĕр кÿлли" вăрманта вырнаçнă. Çав кÿлĕ шывĕ тăрă, питĕ сивĕ. Унта нумай çĕлен-калта ишсе çÿрет.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика