Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек ăшĕнчи çурт

03 декабря 2011 г.

Кашни хĕрарăм хăйĕн пурнăçĕнче тĕреклĕ çемье çавăрса ача-пăчаллă пулма, вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма, ватлăхра вара мăнуксемпе савăнма ĕмĕтленет. Çакна пурнăçа кĕртес тесен шăпа хатĕрленĕ чылай тĕрĕслев витĕр тухма тивет. Чăннипех те ÿркенмен, канăçа пĕлмен çынсем шанчăка тÿрре кăлараççех.

Вĕсен шутне манăн Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнакан сумлă хĕрарăма – Л.В. Тимофеевăна (хĕр чухнехи Ермолаева) кĕртес килет. Вăл 1949 çулта, хастар колхозник çемйинче çуралнă, пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкара ĕçе вырнаçнă. Каярахпа, хăй çуралса ÿснĕ тăрăха чунтанах юратнăран, Пăчăрлă Пашьелĕнчех тĕпленме шутланă. 1968 çулта вăтам шкулта пионервожатăйра, каярах 22 çул хушши пĕр улшăнмасăр делопроизводительте ĕçленĕ. Çак тапхăртах Любовь Васильевна Пуянкасси каччипе П.А. Тимофеевпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Петр Алексеевич Пăчăрлă Пашьелĕнчи шкулта вĕрентнĕрен, çамрăк мăшăр çак ялтах кил-çурт çавăрнă, хуçалăха тĕреклетес тесе ырми-канми ĕçленĕ.

1990 çултан пуçласа 2005 çулччен Любовь Васильевна ял администрацийĕнче специалист должноçĕнче вăй хунă. Юратнă ĕçре пысăк опыт пухнă, ял хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Чылай Хисеп грамотипе Тав çырăвне тивĕçнĕ. Миçе çамрăк мăшăра çырăнтарса пĕрлештермен-ши Любовь Васильевна; Хăйĕн тивĕçне туса пынисĕр пуçне, ялти пĕр мероприяти те унсăр иртмен.

Виçĕ ачипе чăннипех мухтанма пултарать Л.В. Тимофеева. Вĕсене тĕрĕс воспитани парас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшни харама кайман. Аслă ывăлĕ – Саша – Шупашкарти ГЭСра электротехника лабораторийĕн ертÿçинче вăй хурать. Иккĕмĕшĕ – Таня – амăшĕн çулĕпе кайнă, шкулта пĕр улшăнмасăр 17 çул хушши делопроизводительте тăрăшать. Света хĕрĕ мăшăрĕпе пĕрле хăйсен ĕçне уçнă, Шупашкарта пурăнаççĕ. Виçĕ мăнукĕпе савăнса пĕтереймест Любовь Васильевна.

Картиш тулли хур-кăвакал, выльăх-чĕрлĕх усрать Л. В. Тимофеева. Мăшăрĕ çĕре кĕрсен те вĕлле хурчĕ ĕрчетессине пăрахăçламан, паянхи кун тĕлне – пыл хурчĕсен 20 çемйи. Ку ĕçре ăна Таня хĕрĕ пулăшать. Пахча-çимĕç ÿстерме те ăста ĕçчен хĕрарăм, кăмпа-çырла та пухма ĕлкĕрет. Хĕл валли хатĕрленĕ варени-компот, маринадланă çимĕçсене пăхсан чĕлхене çăтса яма пулать. Мĕнле кăна чечек ешермест-ши вĕсен пахчинче, мĕн тĕрлĕ улма-йывăç ÿсмест-ши;

Сăмах май, алă ăсти те Любовь Васильевна. Хитре тĕрлет, алса-чăлха, кофтăсем куçа илĕртмелле çыхать. Унăн ăсталăхне ăмсанмалли çеç юлать. "Эпĕ хамăн кукамайпа чăннипех те мухтанатăп. Пурнăçра унран тĕслĕх илсе хисепе тивĕçлĕ çын пулма ĕмĕтленетĕп", – тет савăнăçне пытараймасăр пиллĕкмĕш класра вĕренекен мăнукĕ Настя.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика