Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçпе хисепе тивĕçнĕ

08 октября 2011 г.

В.Н.Сарандаева ачасене физикăпа тата астрономипе вĕрентме пуçлани 30 çул çитнĕ ĕнтĕ. Хăйĕн тивĕçне çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать Валентина Николаевна. Педагогика ĕçĕнче хăйĕн пурнăçĕн пĕлтерĕшне курать. Физик пулас ĕмĕт Шупашкарти физикăпа математикăна тарăннăн вĕрентекен шкул-интернатра вĕреннĕ çулсенче çуралнă. 1980 çулта Чăваш патшалăх университечĕн физика факультетне пĕтерсе алла диплом илсен ăна направленипе Чукалти вăтам шкула ĕçлеме янă. Çав çул çак шкула харăсах 8 çамрăк специалист килнĕ. Вĕсем, тĕрлĕ районсенче çуралса ÿснĕскерсем, Шупашкар автобусĕпе Шăмăршă район территорине кĕрсен шкул ачисене тарăн пĕлÿ пама, йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пыма, учитель ятне яланах çÿлте тытма тупа тунă. Шел, пĕр Валентина Николаевна çеç пурнăçне çак аякри ялти шкулпа çыхăнтарнă. Ыттисем кайран пурте райцентрсемпе хуласене саланса пĕтнĕ.

Йывăрлăхсене парăнтарса малаллах талпăнса, çулран-çул професси ăсталăхне ÿстерсе пырса, вăл аслă категориллĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ учитель пулса тăнă.

Халĕ В.Н. Сарандаева районти "Естествознани" секцийĕн Ассоциаци председателĕ, физика учителĕсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Чукал шкулĕнче вăй хунă çулсенче те, 7 çул каялла Пăчăрлă Пашьел шкулне ĕçлеме куçсан та Валентина Николаевнăн ĕçри çитĕнĕвĕсем ÿссех пыраççĕ. Вăл вĕрентекен ачасем районти физика тата астрономи предмечĕсемпе ирттерекен олимпиадăсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ, район чысне Шупашкарта хÿтĕлеççĕ. 1996 çулта унăн вĕренекенĕ Андрей Андреев республикăри олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.

Валентина Николаевна вĕрентÿ ĕçне питĕ тĕплĕн хатĕрленсе, çĕнĕ меслетсемпе усă курса йĕркелет. Унăн урокĕсем яланах методика енĕпе çÿллĕ шайра иртеççĕ. Ахальтен мар вăл çулсеренех республикăри уçă уроксен фестивалĕсене хутшăнса Дипломсем çĕнсе илет. Пĕлтĕр физика учителĕсен фестивалĕнчен харăсах икĕ Дипломпа таврăнчĕ: пĕри – "Чи лайăх урок" номинаципе, тепри – "Чи лайăх элективлă курс" номинаципе.

Районти физика учителĕсем унăн уçă урокĕсенче час-часах пулаççĕ, ĕçри çĕнĕлĕхсене вĕренеççĕ.

Физика предметне пурте йывăр предметсенчен пĕри тесе шутлаççĕ. Валентина Николаевнăн урокĕсем вара кашнинех кăсăклантараççĕ, ачасен тавракурăмне аталантарма пулăшаççĕ. Унăн урокĕсенче яланах курăмлăх, пурнăçран илнĕ тĕслĕхсем, опытсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Темле кăткăс темăна та ача ăнланмалла ансат чĕлхепе каласа пама пĕлет вăл. Компьютер технологийĕпе анлăн усă курни те урока интереслĕ йĕркелеме пулăшать.

"Физика пĕтĕмпех çутçанталăк пулăмĕсемпе тачă çыхăннă, – тет В.Н. Сарандаева. – Вĕсене кашни çын пĕлмелле, пурнăçра пĕлсе усă курмалла".

Валентина Николаевна крючокпа çыхма та юратать. Вăл ертсе пыракан "Асамлă крючок" кружока çÿрекен хĕрачасен эрешлесе çыхнă алĕç хатĕрĕсене районти Акатуйра та тивĕçлипе хаклаççĕ. Хĕлле, пушă вăхăтра, аслă категориллĕ физика учителĕ, икĕ ача амăшĕ йĕлтĕрпе чупма килĕштерет. Шкулта вĕреннĕ чухнех иккĕмĕш разрядкă спортсмен пулнăскер, ял поселенийĕнчи тата районти ăмăртусене час-часах хутшăнать. Университетра вĕреннĕ çулсенче вара художество гимнастикин занятийĕсене те çÿренĕ, факультет командин йышĕнче ăмăртнă.

Валентина Николаевнăна ĕçтешĕсем те, шкул ачисем те, ял-йыш та питĕ хисеплеççĕ. Вăл ачасене пĕтĕм вăйне-халне шеллемесĕр çирĕп те тарăн пĕлÿ пама тăрăшать, пурнăçа юратма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика