12 октября 2011 г.
ŸРКЕНМЕН, ĕçрен хăраман çынсем пурăнаççĕ Пăчăрлă Пашьел ял поселенине кĕрекен ялсенче. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, çĕр ĕçĕпе аппаланаççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ. Çак тăрăхра тĕпленнĕ Геннадий Дмитриевич Тимагин хуçалăхĕнче те ĕçсĕр ларакансене кураймăн. Йышлă выльăх усракансенчен пĕри тесе каламалла вĕсен çемйи пирки. Вĕсем лаша, 3 ĕне, пăрусем, сыснасем, хур-кăвакал тытаççĕ. Тара илнĕ çĕр çинче выльăх-чĕрлĕх валли утă çулса илеççĕ. Кил-çурт таврашĕ те тирпейлĕ Тимагинсен. Геннадий Дмитриевичпа ывăлĕ урăх регионсене ĕçлеме çÿреççĕ. Мăшăрĕ – Галина Ивановна – Госстрах системинче вăй хурать, кинĕ вара – килте. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннăран, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçленĕрен вĕсен пурнăçĕ сыпăнсах пырать.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"