02 августа 2011 г.
АСАНКАССИНЧЕ пурăнакан Васильевсем ĕçрен хăрамаççĕ. Вĕсемшĕн кирек епле ĕç те савăнăç. Паянхи саманара та Сергей Ивановичпа Светлана Аркадьевна çухалса кайман. Çемье пуçĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен Центра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тесе бизнес-план тăратнă, 58 пин те 800 тенкĕ субсидие тивĕçнĕ. Илнĕ укçана килти хушма хуçалăха аталантарма янă. Халĕ вĕсем виçĕ ĕне, виçĕ пăру, икĕ сысна, йышлă хур-кăвакалпа чăх-чĕп усраççĕ. Çемье бюджечĕ выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутнипе пуянланать. Сĕтел çинче те _ хăйсем туса илнĕ, сывлăхшăн усăллă та сиенсĕр апат-çимĕç. Васильевсем хăйсен ят çĕрĕсем çинче тата анкартинче выльăх апачĕ туса илеççĕ, хĕл валли утă-улăм, тырă-пулă, тымар çимĕç хатĕрлеççĕ. Паллах, хăйсем валли те пахча çимĕç нумай çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, çĕрпе ĕçлекенсене ял хуçалăх техникисĕр, машина-тракторсăр çăмăл мар. Çакна Васильевсем те ăнланаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем Т-40 трактор туяннă. Çакă вĕсене ĕçре пысăк пулăшу кỹрет. Сергейпе Светлана икĕ ача çитĕнтереççĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Ача амăшĕн капиталĕн укçипе халĕ Васильевсем хăйсем пурăнакан кил-çурта юсаççĕ, хăтлăрах тума тăрăшаççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"