11 марта 2011 г.
Пире юрататчĕ, ĕçе хăнăхтаратчĕ
МАНĂН кукамай _ Мария Семеновна Малофеева (Угарина). Вăл Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралнă. Ỹссе çитĕнсен çак ялтах çемье çавăрнă, ачи-пăчине ỹстернĕ, хăй ĕмĕрĕ тăрăшшĕпех уй-хирте, вăрман ĕçĕнче вăй хунă. Кукамайăн кун-çулĕ çăмăл пулман. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 14-ра пулнă. Пĕр тăванĕсем тĕрлĕ чир-чĕрпе вилсе пынă. Аслăрах пиччĕшĕ Сталинград таврашĕнчи çапăçусенче 19 çултах пуçне хунă. Ашшĕне ĕç фронтне _ Алтая илсе кайнă. Килте пĕчĕк шăллĕпе амăшĕ çеç юлнипе кукамайăн йывăр ĕçсене кỹлĕнмелле пулнă. Вăрçă пуçлансан кĕркунне, пĕр ушкăн хĕрсемпе яшсене Улатăр тăрăхне вăрман касма, окоп чавма илсе кайнă. Çак вăхăтсене кукамай куççульпе аса илетчĕ. Çĕрпỹртре пурăннине, шăнса хытнă çăпата-тăлапа çỹренине, каснă йывăçсене Пасна тăрăх сулăпа çурхи шывпа янă чухне шыва анса кайсан, ăна çырантан пакурпа туртса илнине час-часах каласа паратчĕ. Вăрçă хыççăн кукамай тантăшĕсемпе Мускав çывăхĕнчи кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ. Чĕмпĕр хулинче вокзал, çуртсем, шкулсем тунă çĕрте стройкăра та вăй хунă. Яла таврăнсан кукамай кукаçипе пĕр çемьене пĕрлешеççĕ. Кукаçей _ Петр Иванович Малофеев _ вăрçă хыççăн тата 7 çул салтакра тăнă пулнă. Кукамай çав вăхăтра лесничествăра тата колхозра ĕçленĕ. Çĕнĕ çурт лартнă хыççăн нумай та савăнса пурăнайман, пушара пула нимĕнсĕр тăрса юлнă. Çапах та, чи хаклине _ ачисене - вăхăтра çитнĕ çынсем вут-çулăмран кăларса ĕлкĕрнĕ... Кукамайпа кукаçей йывăрлăхсене парăнман: çĕнĕ çурт лартнă, колхоз уй-хирĕнче, вăрман ĕçĕсенче вăй хунă, ачисене ỹстерсе, тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларма тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та кукамай ĕçсĕр ларман. Виçĕ хĕрне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă, пире те _ хăйĕн мăнукĕсене - юратса пăхатчĕ, ĕçе вĕрентетчĕ. Пархатарлă ĕçшĕн кукамая "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" тата "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе наградăланă. Шел пулин те, çав вăхăта каялла тавăрма çук. Юратнă кукамайăм, эсĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайрăн. Каçарсам, кукамайăм, сана пур ырă ĕçỹсемшĕн, ăшă кăмăлушăн тав сăмахĕсем каласа ĕлкĕрейменнишĕн, санпа пĕрле пурăннă чухнехи телейлĕ кун-çула тивĕçлипе хаклама пĕлейменнишĕн. Каçарсам, кукамайăм, каçарсам...
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"