07 августа 2010 г.
2010 çула Раççейре Учитель çулĕ тесе йышăннă. Ман шутпа, çак йышăну вăл питĕ тĕрĕс. Мĕншĕн тесен, учительсем пысăк чыса тивĕçлĕ. Ултă-çичĕ çул тултарсан эпир шкула кайнă. Вĕрентекенсем пирĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулчĕç, хăйсен ачисене юратнă пекех юратрĕç. Савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайланă. Вĕсем пире ăс парса çĕршыва кирлĕ çын тума тăрăшнă. Кашни ачарах ыррине кăна курма пĕлнĕ, усал йăла-йĕркесене пĕтерме хистенĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен... Шăпах унăн шкула пуçласа килнĕ ачасене парта хушшинче ларма, хăйсене вĕренỹ çуртĕнче мĕнле тытмаллине вĕрентмелле. Тĕрлĕ шăпаллăскерсемпе пĕр чĕлхе тупса ăслăлăх гранитне пĕрле кăшлама пуçлать. Пире çутă класа пĕрремĕш хут Н.В.Ермолаева ертсе кĕчĕ. Эпир, пĕчĕккĕскерсем, унран вăтанаттăмăр. Наталия Валентиновна вара пĕр çемьене чăмăртарĕ пире. Шел те, пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне манăн больницăра вăрах сипленме тиврĕ. Çав вăхăтра хамăн "çемьешĕн" питĕ тунсăхлаттăм. Телее веçех ăнăçлă вĕçленчĕ, манăн хамăн класран юлмалла пулмарĕ. Юратнă вĕрентекенĕм мана, эпĕ костыльсемпе çỹреме хăранăран, хăйĕн алли çинче йăтса çỹрерĕ. Шкулпа сыв пуллашакан выпускниксене аслă çул çине тухнă май паракан уçăна эпĕ Наталия Валентиновна алли çинченех патăм. Пĕрремĕш вĕрентекен, мана вĕренỹре кая ан юлтăр тесе, уроксем хыççăн манпа хăнăхтарусем йĕркелетчĕ. Тавах сире, Наталия Валентиновна. Кĕçĕн классенчен вĕренсе тухсан, пире харăсах темиçе вĕрентекен ăс пама пуçларĕ. Пирĕн класс ертỹçи пулма В.П.Мандрюкована уйăрса лартрĕç. Вăл та пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех пулчĕ. Сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç шкулта вĕреннĕ çулсем. Халĕ аса илỹре кăна çав вăхăт. Ара, кунта эпир вулама, таса, хитре çырма, пăхмасăр сăвă калама вĕреннĕ. Учительсем пулăшнăран, хамăр тăрăшнăран кашниех хамăрăн малаллахи çула суйласа илтĕмĕр. Анчах та эпир таçта пырса çитсен те ытарайми Пăчăрлă Пашьел шкулĕ, юратнă вĕрентекенсем, хаваслă юлташсемпе тантăшсем яланах асăмра юлĕç. Учительсем умĕнче эпир пуçа таятпăр.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"