Бичурга-Баишевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вăрмана вут пĕтерет, шăпчăк куççульпе йĕрет..."

07 августа 2010 г.

 

 

 

ÇАК йĕркесене Пăчăрлă Пашьел хĕр ачи Настя Тимофеева çырнă. Шăрăх та типĕ çанталăк тăван çут çанталăкшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине чĕрипе туйса, чунтан пăшăрханса çырать шкулта вĕренекен. Ял-йыша, ватти-вĕттине вут-кăвар тухасран сыхă тăма чĕнет. Уяр та типĕ çанталăк Раçей çыннисене тепĕр нуша илсе килчĕ: çĕр-шывра нумай вырăнта пушар алхасать. Вут-çулăм сарăлнине пула федераци пĕлтерĕшлĕ "Мускав-Дон" автоçула вăхăтлăха чарса лартма тивнĕ, Воронеж облаçĕнче 2240 гектар вăрман, 271 çурт çуннă, 5 çын вилнĕ, 94 çын аманса сусăрланнă. Пирĕнпе кỹршĕллĕ Чулхула облаçĕнче вут-çулăмра 3 ял йăлтах пĕтнĕ, унта 664 çурт çуннă, 1787 çынна урăх вырăна куçарма тивнĕ. Вут-кăвар Чăваш Ене те юнать: Улатăрпа Йĕпреç вăрманĕсем çунаççĕ, тĕтĕмĕ-сĕрĕмĕ Шăмăршă районĕнче те хытах сисĕнет. Хамăр тăрăхра та темиçе çĕрте вăрман çунма пуçланă тĕслĕхсем пулчĕç. Юрать-ха, пушар хуралĕ сыхă тăнипе вут-кăвара алхасма паман. Вăрманçăсем каланă тăрăх, пушарсен 95 проценчĕ ытла çын айăпĕпе тухаççĕ. Кăвайт чĕртни, сỹнтермен пирус тĕпне пăрахса хăварни, техника юсавсăрлăхĕ тата ытти сăлтавсем вут-кăвар тухасси патне илсе пыма пултараççĕ. Шăмăршă лесничествипе "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн администрацийĕсем чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче вăрмана пачах та кĕме юраманни çинчен асăрхаттараççĕ. Апла пулин те, милици ĕçченĕсем кашни кунах çак йĕркене пăснине асăрхаççĕ, юлашки эрнере кăна вăрман тăрăх сулланса çỹрекен çирĕм ытла çынна тытса чарнă. "Юрамасть!" тенине мĕншĕн ăнланмаççĕ-ши вĕсем? Çак чару пурне те пырса тивет. Вăрман _ пысăк хăрушлăхра, пурсăмăрăн та питех те асăрхануллă пулмалла, сыхă тăмалла. Ешĕл пуянлăх пирĕн ачасемпе мăнуксене те савăнтартăр, шăпчăк та çунса вилнĕ чĕпписене шеллесе куççуль ан тăктăр, хăйĕн илемлĕ юррипе чун-чĕрене çĕклентертĕр.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429175, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Бичурга-Баишево, ул. Мичурина, 5
Телефон: 8(83546) 2-54-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика