21 июля 2010 г.
Эпир Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкула пынă кун Александр Борзов рабочи учреждени йĕри-таврашĕнчи курăка "Практика" газонокосилкăпа çулатчĕ. Кунтах шкул директорне А. Г. Петрова та тĕл пултăмăр. _ Шкул территорине çăва тухнăранпах çулса-тасатса тăратпăр, _ терĕ Анатолий Григорьевич. _ Ку ĕçе ачасем те хутшăнаççĕ, хыт-хурана кăкласах тăраççĕ. Чăнах та, шкул йĕри-таврашĕ таса, тирпейлĕ курăнать. Шурă, сарă, кĕрен, кăвак, хĕрлĕ чечексем шкул картишне илем кỹрсе тăраççĕ. Чечек клумбисене куллен шăвараççĕ, час-часах çум-курăкран тасатаççĕ. Сăнав участокĕнче те питĕ тирпейлĕ. Кишĕр, сухан, хăяр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, помидор, укроп йăранĕсем тап-таса. Графикпа йĕркеленĕ дежурствăпа килĕшỹллĕн, вĕсене те куллен шăварсах тăраççĕ, хальхи шăрăх çанталăкра типме памаççĕ. Купăста вара пуринчен те ытларах лаптăк йышăнать. Вăл лайăх çитĕнтĕр тесе тăрăшни тỹрех сисĕнет. _ Пахчари ĕçсене, тĕпрен илсен, Галина Николаевна Тимофеева учительница йĕркелесе пырать, _ палăртрĕ Анатолий Григорьевич. _ Вăл шкулăн сăнав участокĕн заведующийĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнине асăнса хăварас килет. Шкулта çулленех кирлĕ чухлĕ пахча-çимĕç ỹстерсе çитĕнтереççĕ, ăна столовăй валли путвала упрама хураççĕ. Кăçал та, типĕ çанталăка пăхмасăр, пахча-çимĕç çителĕклĕ туса илĕç кунта. Тухăç ачасен сĕтелне тĕрлĕ блюдосемпе пуянлатма, апат хăйхаклăхне чакарма май парĕ. Шкул директорĕпе пĕрле территори тăрăх малалла утрăмăр. Хăмаран кану вырăнĕ те (беседка) ăсталанă иккен. _ Нумаях пулмасть кăна турăмăр-ха ăна, _ кăмăллăн пĕлтерчĕ А. Г.Петров. _ Ăна Е.С. Укин учительпе Александр Борзов, 10 класри яшсем пулăшнипе, ăсталарĕç. Материалĕсене вырăнти лесничество ертуçи Г. И. Марков спонсор пулăшăвĕн шучĕпе уйăрса пачĕ. Куншăн, паллах, эпир Геннадий Ивановича пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. Пахчара ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн халĕ кунта ачасем хаваспах канаççĕ. Физкультура преподавателĕ Н.П. Чамеев ертсе пынине кăçал июньте тĕрлĕ диаметрлă тимĕр пăрăхсенчен спорт брусĕсем, турниксем, гимнастика пусмисем тата ыттине ăсталанă. Вĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче физкультура урокĕсене туллинрех ирттерме, спортăн тĕрлĕ енлĕ нормативĕсене тултарассине йĕркелеме май парĕç. Юнашарах çĕре бульдозерпа тикĕслесе волейбол тата хоккей площадкисене те тума палăртаççĕ. Хоккей площадки валли Г. И.Марков хăма тупса пама шантарнă. Мини-футбол уйĕнче ачасемпе çамрăксем командăсене пайланса ăмăртса вылянине час-часах курма пулать. Акă, нумаях пулмасть кунта Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕсен çамрăкĕсен командисем юлташла тĕл пулу ирттернĕ. Каникул кунĕсенче те ачасем районти тата республикăри ăмăртусене хутшăнаççĕ, вĕсенче лайăх результатсемпе палăраççĕ. Нумаях пулмасть шкулăн "Зарница" команди çамрăк армеецсен республикăри çар вăййисене хутшăннă, Грамотăна тивĕçнĕ. Эпир шкулта пулнă кун Шупашкартан тĕрлĕ сăрăсем кỹрсе килнĕччĕ, шкул директорĕ тепĕр кунах юсав ĕçĕсене пуçăнма шантарнăччĕ. "Шкулти урайсемпе стенасене сăрласа илемлетрĕмĕр", _ кăмăллăн шăнкăравласа пĕлтерчĕ редакцие Анатолий Григорьевич. Çапла, çине тăрсан, тăрăшсан çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленессинче курăмлă утăмсем тума пулать.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"