16 июля 2010 г.
Пăчăрлă ПашьелĔнчи Карл Маркс урамĕнчи Угаринсен туслă çемйи ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăрать. Кил хуçи, Николай Николаевич, 30 çул ытла вăрман хуралĕн ĕçĕнче вăй хурать. Вăл _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче вăрман сыхлавĕн сумлă инспекторĕсенчен (лесникĕсенчен) пĕри, çамрăксен наставникĕ. Унăн мăшăрĕ, Антонина Ивановна, чылай çул вырăнти лесничествăн бригадинче ĕçленĕ, кайран ялта почтальонкăра тăрăшнă. Çемье кил картинче яланах йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать. Угаринсем хăйсен 2 ывăлĕпе пĕр хĕрне пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ, ял-йышра сăпайлă пулма вĕрентнĕ. Ывăлĕсене салтака юрăхлă çитĕнтернĕ. Çул çитсен, 18 çул тултарсан, Вячеславпа Юрий, пĕрин хыççăн тепри çар службине кайнă, алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ. Вĕсем иккĕшĕ те водитель специальноçне илнĕ. Кĕçĕнни, Наташа, медучилище пĕтернĕ, Шупашкарти больницăра ĕçлет. Вячеслав службăран таврăнса "Чăваш вăрманĕ" Наци паркне ĕçе вырнаçсан ялти илемлĕ те яштака пỹллĕ хĕре _ университетра вĕренсе педагог дипломне илнĕ Наталья Малофеевана куç хывнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен çамрăксем часах пĕр çемье çавăрнă. Туслă çемье малтан лесничество хваттерĕнче пурăннă, çĕнĕ çурт тума строительство материалĕсем пуçтарса пынă. Пĕлтĕр Угаринсем Карл Маркс урамĕн вĕçĕнче çĕнĕ пỹрт туса лартнă, унта пурăнма куçнă. Вячеслав Николаевич Наци паркĕнчех ĕçлет, Наталья Николаевна ялти шкулта учительницăра тăрăшать. Вĕсем икĕ ывăл ỹстереççĕ. Юрий салтакран килсен тăван ялти кооперативлă хуçалăхра водительте ĕçленĕ, каярахпа Наци паркне ĕçе кĕнĕ. Малтан водительте вăй хунă, юлашки çулсенче _ вăрман сыхлавĕн патшалăхĕн инспекторĕнче. 2002 çулхи январьте ĕçчен каччă ялти хитре хĕрпе _ педуниверситет выпускниципе, вырăнти шкулта ĕçлекен Елена Леонтьевăпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьере 2 хĕр ача çитĕнет: Кристина _ улттăра, Карина _ пĕр çулталăкра. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк çемье, тĕп килтен уйрăлса тухас тĕллевпе, Мичурин урамĕнчи планлă çĕр участокĕнче пĕлтĕр çу кунĕсенче шлак блокĕсенчен гаражпа лупас туса лартнă, тăррине витнĕ. Кĕркунне вара пулас пысăк çуртăн никĕсне ярса хăварнă, хĕрлĕ кирпĕчсем кỹме пуçланă. Паллă ĕнтĕ, строительство ĕçĕсем валли укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Тĕпрен илсен, ялта тĕпленнĕ çынсем строительство тăкакĕсен пысăк пайне выльăх-чĕрлĕх, аш-какай, çĕрулми сутса тунă тупăшпа тата процентлă ссуда укçипе саплаштараççĕ. Угаринсем тĕп килти хуçалăхра пĕлтĕр 2 вăкăр çитĕнтерсе сутнă, ама сыснасем çăвăрлаттарнă. Пĕрлехи вăйпа кăçал та 2 пăру ỹстереççĕ. Сысна амисене çăвăрлаттарса, çурисене сутнă. Картишĕнче ĕне те пур. Пахчана ытлă-çитлĕ тислĕк тăкса тăнăран, унта çуллен тухăçлă çĕр улми, выльăх кăшманĕ туса илет Угаринсен туслă та ĕçчен кил-йышĕ. Утă та кирлĕ чухлĕ хатĕрлет. Выльăх çими хатĕрлессинче килти хуçалăхри Т-25 тата МТЗ-82 тракторсем сисĕмлĕ пулăшу пулса тăраççĕ. Строительство ĕçĕсем пуçлансан, паллах, çемьен канăçĕ çухалать. Юрий Николаевичпа Елена Васильевна кăçал май уйăхĕнче каменщик-платниксен бригадине тара тытнă. Бригада пысăк çурт стенисене тирпейлĕ купаласа хăпартнă. Вăлах мачча-урай сарнă, тăррине кĕрен профнастилпа витнĕ. Çỹллĕ те пысăк çурт халĕ урама илем кỹрсе тăрать. Килти хуçалăхра туса илнĕ тупăшсăр пуçне, строительствăра Угаринсем процентлă ссуда укçипе те усă курнă. Чăваш Республикин Президенчĕн 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче кун çути курнă "Чăваш Республикинче çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатмалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн строительство валли социаллă тỹлев уйăрни те çамрăк çемьене сисĕмлĕ пулăшу панă. Кăçалах Угаринсем чỹрече блокĕсемпе рамисене вырнаçтарма, газпа хутса ăшăтмалли система монтажлама палăртаççĕ. Кун хыççăн шалти вак-тĕвек ĕçсене туса пĕтермелли кăна юлĕ. Тăрăшсан, çине тăрсан, пысăк тĕллевлĕ çынсем умĕнче хуть мĕнле йывăрлăхсем те хыçа юлаççĕ, çутă ĕмĕтсем чăнлăха куçаççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"