20 мая 2010 г.
ШĂМĂРШĂРА çуралса ỹснĕ В.Н.Никифоров çар службинче рядовойран пуçласа генерал-майора çитнĕ. 1942 çулта Красноярск хулинче çыхăну çар училищинче (вăрçă пуçлансан Киеври училищĕне унта куçарнă) пĕтерсе лейтенант званийĕ илсен ăна çыхăну батальонĕнче взвод командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Центральнăй, 2-мĕш Украина тата 1-мĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Хăйĕн подразделенийĕпе тăшманпа çапăçса Берлина çитнĕ. Наступленисенче Никифоров лейтенант паттăрлăхпа хăюлăх, çар ăсталăхĕ кăтартнă, командование шанчăклă çыхăнупа тивĕçтерсе тăнă. Шăпах çакăншăн ăна Курск пĕккинчи çапăçусем вăхăтĕнче, 1943 çулхи июльте, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Ытти çапăçусенче В.Н.Никифоров Хĕрлĕ Çăлтăр, Хĕрлĕ Ялав, I тата II степень Отечественнăй вăрçă орденĕсене, темиçе медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн Василий Николаевич рота, çыхăну батальонĕн, арми полкĕн командирĕ пулнă. 1965 çулта С.М.Буденный ячĕллĕ çыхăну çар академине пĕтернĕ. 1971-1979 çулсенче Томскри аслă çыхăну çар училищин начальникĕн должноçĕнче ĕçленĕ. 1975 çулта В.Н.Никифорова генерал-майор званийĕ панă. 1979 çулта ăна С.М.Буденный ячĕллĕ çыхăну çар академийĕнче факультет начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. 1988 çулта отставкăна тухнă. Санкт-Петербургра пурăнать. х х х ПИРĔН паллă та мухтавлă ентешсенчен пĕри _ Е.И.Афанасьев. Елисей Иванович 1915 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Пуянкассинчи тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухсан "Знамя Октября" колхозра ĕçленĕ. Е.Афанасьев фронта 1944 çулхи август уйăхĕнче тухса кайнă. Аслă сержант. Суворов орденĕллĕ Хĕрлĕ Ялавлă 235-мĕш стрелковăй дивизин 732-мĕш полкĕнче отделени командирĕ пулнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн ентеше Мухтав орденĕн виçĕ степенĕпе те, "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Е.Афанасьев тăван колхоза таврăннă, кладовщикра ĕçленĕ. Вăл 1948-1950 çулсенче колхоз председателĕ те пулнă. Ентеше 1965 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп Грамотипе наградăланă. Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ (статусĕпе Совет Союзĕн Геройĕпе танлашать). Елисей Иванович Афанасьев 1969 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ. х х х В.И.УРУКОВ та шăмăршăсемшĕн ют мар. Хăй вăхăтĕнче вăл Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ. Хĕрлĕ Çарта _ 1939 çултанпа. Симферопольти çар училищинчен вĕренсе тухнă. Фронтра _ 1941 çулхи декабрь уйăхĕнчен вара, Виталий Иванович автоматчиксен батальонĕн командирĕ пулнă. В.Уруков майор Польшăри Познань хули çывăхĕнчи Варта юхан шывĕ патĕнчи çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Унăн батальонĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ плацдарма тытса илнĕ. Çавăн пекех батальон, В.Уруков ертсе пынипе нимĕçсен Фюрстенберг хули (Германи) патĕнчи оборонине татассишĕн пынă çапăçусенче те палăрнă. Совет Союзĕн Геройĕн ятне В.И.Урукова 1945 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче, вилнĕ хыççăн панă. Ăна çавăн пекех Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе наградăланă. Паттăра асăнса Шăмăршăра палăк лартнă, район центрĕнчи тата Шупашкарти пĕрер урама унăн ятне панă. х х х 1943 ÇУЛХИ январьте "Красная Чувашия" пирĕн ентеш _ Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ Х.Н.Буданов çинчен заметка пичетленĕ. "Июлĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа Харис Буданов фронтăн чи пĕлтерĕшлĕ участокĕсенчен пĕринче çапăçать. Хаяр çапăçусенче мĕнле кăна йывăр лару-тăрăва лекмен-ши вăл! Пуля-осколок салтак тум-тирне унтан та кунтан шăтарса-çурса пĕтернине шута илмесен, Буданов вĕсенчен кашнийĕнчех тĕрĕс-тĕкел тухнă. Гимнастеркăн сулахай кĕсйинчи санпакета осколок кĕрсе ларнă. Патронсен подсумокĕнче пуля тупнă, анчах вăл ỹт-пĕве сиенлемен... Унăн ватă ашшĕпе амăшĕ, ентешĕсем ан иккĕленччĕр _ Харис киле çĕнтерỹпе таврăнать. Çапăçма пĕлет вăл, мĕншĕн кĕрешмеллине те лайăх ăнланать". Х.Буданов фронта вăрçă пуçламăшĕнчех кайнă. Ăна Чăваш Енре йĕркеленĕ стрелоксен 139-мĕш дивизине янă. 364-мĕш полк йышĕнче батальон командирĕн связнойĕ пулнă. Разведкăна çỹренĕ, "чĕлхесем" тытнă, алла телефон провочĕн катушкине тытса юхан шывсем урлă каçнă. Буданов ефрейторăн паттăрлăхне Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе палăртнă. Вăрçă хыççăн Харис Насретдинович тăван яла таврăннă, колхозра ĕçленĕ. х х х ШĂМĂРШĂ хĕрĕ Клавдия Ивановна Баскакова, 1923 çулта çуралнăскер, 18 çул тултарсан хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Зениткăпа артиллери полкĕнче разведчица пулнă. Курск пĕккинчи, Украинăри, Белоруссири çапăçусене хутшăннă. Çĕнтерỹ кунне Румынире кĕтсе илнĕ. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн ăна II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе тата медальсемпе наградăланă. К.И.Баскакова вăрçă хыççăн Румынирех службăра тăнă, 4 çул хушшинче румынла калаçма хăнăхнă. Çуралнă кĕтесе таврăнсан, 1952 çулта, Канаш паççулккин йĕкĕчĕпе, орден-медальсен кавалерĕпе Николай Митрофанов фронтовикпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Кун хыççăн вĕсем 10 çул Свердловск облаçĕнчи шахтăра ĕçлесе пурăннă. Çемье Уралтан Шăмăрша таврăнсан Клавдия Ивановна пенсие кайичченех обществăлла апатлану предприятийĕнче вăй хунă. Мăшăрĕпе 2 хĕр ỹстерсе çитĕнтернĕ. Клавдия Ивановна 2003 çулта çĕре кĕнĕ. Пĕр çемьерен _ тăваттăн АСЛĂ Отечественнăй вăрçă пуçлансан çарта пулма юрăхлă çынсене фронта илме тытăнчĕç _ ял куллен-кун тенĕ пек пушанса пычĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнче ватăсемпе çамрăксем çеç тăрса юлчĕç. Салтак çулне çывхарса пыракансем хăйсене паян-ыран повестка парасса пĕлсе тăратчĕç. Пиртен икĕ килĕ урлă пурăнакан М.Тимагин (ялта ăна Макар Михалĕ тетчĕç) çемйинчен виçĕ ывăлне пĕр харăс вăрçа илсе кайнăччĕ, вĕсенчен пĕри те каялла таврăнаймарĕ... Пирĕн килтен те тăваттăн вăрçăра пулнă. Вăрçă пуçлансан тепĕр куннех 1916 çулта çуралнă, Хусанта Çутĕç министерствинче ĕçлекен Вячеслав тетен салтак тумне тăхăнма тивнĕ. Университетра вĕреннĕ чухнех çар кафедрине çỹренĕ вăл, кĕçĕн лейтенант званине илнĕ. Малтанласа ăна Хусантах, вĕрентỹ полкĕнче хăварнă. Вăл пулас артиллеристсене хатĕрленĕ. 1942 çулхи çуркунне тете Брянск таврашĕнче артиллери дивизионĕнчи разведка начальникĕн заместителĕ пулса çапăçăва кĕнĕ, контузи илнĕ пулин те стройрах юлнă. Каярахпа Вячеслав тете Курск пĕккинче çапăçнă, Ленинград блокадине татнă çĕре хутшăннă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Çĕнтерĕве вăл Латвире кĕтсе илнĕ. Вăрçă çакăнпа вĕçленмен-ха уншăн, Японие çапса аркатма та хутшăннă. 1942 çулхи февральте тепĕр тетен _ Аркадин _ салтак ячĕ тухрĕ. Вăл Горькири автозаводра ĕçленĕ. Йĕрке вара çарти пекех пулнă. Тете фашистсен авиацийĕ завод çине бомбăсем пăрахни пирки те каласа паратчĕ. Çакнашкал пĕр тапăнура Аркадий уринчен аманнă. Госпитальтен сывалса тухсан ăна штаба писарь пулма куçарнă. 1942 çулхи апрельте, мăнкун эрнинче, районтан 16 хĕре фронта ăсатнă. Вĕсен хушшинче _ манăн Анюта аппа. Малтанласа вĕсем Хусанта тăшман сывлăшран тапăнассинчен хỹтĕленекен служба ĕçне вĕреннĕ. Çакăн хыççăн аппа Мари АССРĕнчи Суслонгер станцинче, каярахпа Звенигово районĕнче службăра тăрать. Хĕр-салтаксен кунĕн-çĕрĕн сыхă тăмалла, вышкăсем çинче тăшман самолечĕсем вĕçсе килме пултарассине сăнаса тăмалла пулнă. Горький облаçĕнчи Сергач хулинче те çак службăра пулнă аппа. Чирлесе ỹксе госпитальте сипленнĕ хыççăн Анюта аппана 1943 çулхи çулла сывалса çитме çур çуллăха киле янăччĕ. Çакăн хыççăн ăна Шăмăршăри çар комиссариатне ĕçлеме чĕнсе илчĕç. Кайран, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухсан, аппана службăна юрăхсăр тесе йышăнчĕç. 1895 çулта çуралнă атте те 1942 çулхи августра фронта тухса кайрĕ, хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухрĕ. Кавказ тăвĕсенче фашистсем Хура тинĕс çыранĕ тăрăх кăнтăралла тапăнса кĕрсе каяссине хирĕç çапăçнă атте. Пĕрре те çăмăл пулман вĕсен чаçне, _ анчах Сталинградшăн хĕрỹ çапăçусем пынăран, пулăшу кĕтмелли юлман. Хĕл варринче атте питĕ хытă чирлесе ỹкнĕ. Сочири пĕр госпитале сывалма янă ăна. Тăхăр уйăх сипленнĕ хыççăн аттене текех службăна юрăхсăр тесе йышăннă та кунтах хуçалăх взводне хăварнă. Атте 1945 çулхи август уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе киле таврăнчĕ. Çапла, вăрçăран тăван киле пурте _ тăваттăн _ чĕрĕ-сывă çаврăнса çитрĕç.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"