06 мая 2010 г.
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧЕ пирĕнпе юнашар çуртра вăрçăччен Иван Васильевич Сатеев пурăнатчĕ. 1940 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илчĕç. Унччен вăл призывник шутланнă, салтака кайма хатĕрленетчĕ. Вăл вăхăтра яшсене пуха-пуха çар ĕçне вĕрентнĕ, тĕрлĕ енĕпе нормативсене тултармалла пулнă, уншăн значоксем панă. Ворошиловский стрелок (пĕчĕк калибрлă винтовкăран тĕл пенĕшĕн), ГТО (готов к труду и обороне) (чупассипе, çỹллĕшне, тăршшĕне сиксе норматив тултарнăшăн), ПВХО (противовоздушная и химическая оборона), ГСО (готов к санитарной обороне) значоксем кашни призывникăн кăкăр тулличчĕ. Кỹршĕри Иван тетен çак паллăсем кăкăр çинче çиçсе тăратчĕç. Иван Васильевич хăй аллипе кил хушшинче тĕрлĕ япаласем ăсталатчĕ, куншăн асламăшĕ çав тери савăнатчĕ. Чи хакли унăн _ хăй ăсталанă сĕрме купăс. Каçалапа крыльца пусми çине ларса тĕрлĕ кĕвĕсем шăрантаратчĕ. Маларах ман валли балалайка ăсталаса панăччĕ. "Вĕрен балалайка калама, кайран сĕрме купăс калама çăмăлрах пулать", _ тетчĕ. Салтака кайсан унран Карелипе финн республикинчи Сортовала хулинчен çырусем килетчĕç. Вăрçă пуçлансан юлашки çырăвĕнче: "Пире кунтан куçараççĕ, урăх ку адреспа çыру ан çырăр", _ тенĕччĕ. Çак çырăвĕ юлашки пулчĕ. Амăшĕ пирĕн пата каçсан ялан татăлса йĕретчĕ. "Ăçта çухалчĕ-ши? Нивушлĕ пуçне хучĕ?" _ тесе ĕсĕклетчĕ. 1943 çулта çуркунне Иван тете кĕтмен çĕртен 5-6 куна отпуска килчĕ. Салтак тумтирĕ вĕр-çĕнĕччĕ, кăкăрĕ çинче "Партизану Отечественной войны" медаль çиçетчĕ. Шкул ачисемпе тĕл пулу та йĕркеленĕччĕ. Унта вăл тылра (Новгород, Псков, Ленинград облаçĕсенче) нимĕçсен хĕç-пăшал тиенĕ эшелонĕсене мĕнлерех сирпĕтни, салтаксене тиенĕ автоколоннăсем çине тапăнса тăшмана тĕп туни çинчен каласа пачĕ. Отпускĕ пĕтсен каялла çара кайрĕ. Пĕр çулталăка яхăн вăрçăра çапăçсан, йывăр аманса госпитальте вăрах выртнă хыççăн килне таврăнчĕ. Икĕ костыльпе çỹретчĕ, хăрах урин чĕркуççийĕ хуçланмастчĕ. Сусăрланнăскере урăх вăрçа илмерĕç, колхоз правленийĕнче бухгалтеринче ĕçлетчĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ Иван тетен. 1950 çулсен пуçламăшĕнче (эпĕ ун чухне салтакраччĕ) вăрçăри суранне пула чире кайса вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Кун çинчен мана анне çыру çырса пĕлтерчĕ. Икĕ пĕчĕк ачи тăлăха юлнă. Халĕ вĕсен хăйсен ачисем пур ĕнтĕ. Мăнукĕсем аслашшĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлесе хăйне шеллемесĕр фронтра, партизанра паттăррăн çапăçни, вăрçăри сурансене пулах чире кайса пурнăçран çав тери çамрăкла уйрăлса кайни çинчен лайăх пĕлеççĕ, унпа тивĕçлипе мухтанаççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"