30 марта 2010 г.
1943-МĔШ ÇУЛ çумăрлă пулчĕ. Аслисем: "Хĕрĕх пиллĕкмĕш кун çăвать", _ тенине астăватăп. Эпĕ, Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕскер, ун чух вун тăватта кайнăччĕ. Утă-улăм, тырă, çĕр улми ана çинче нумай çĕрчĕç. Мĕнле те пулсан нушаран хăтăлас тесе çуллах мăян вăрри, кĕркуннех юман йĕкелĕ хатĕрлеме тăрăшнă халăх. Хĕле кĕрсен шĕшкĕ кăчки татма каяттăмăр. Çавсене кăмакара типĕтнĕ хыççăн килĕре кисĕппе тỹсе çăнăх тунă, унран пашалу пĕçернĕ. Хĕлĕпе çунапа хир тăрăхĕнчи Çĕпрел районне вутă туртса кайса пĕр-ик витре çĕр улмипе улăштарса пурăннă çынсем. Хăшĕ-пĕри Улхаш, Пухтиел, Хулаçырмине çитиех каятчĕç. 1944-мĕш çулхи çуркунне колхозсен выльăхĕсем выçăпа йышлă вилме пуçларĕç. Çынсем ирсерен витесене васкатчĕç: вилнĕ ĕнерен е лашаран какай касса ĕлкĕрмелле-çке маларах кайса. Пашьелĕнчи "Красная нива" колхоза уйăрса Калинин тата Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсем тунăччĕ. Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра 3 лаша юлнăччĕ, ĕнесем пĕтĕмпех вилсе пĕтнĕччĕ. Чи йывăр уйăхсем апрель, май тата июль пулчĕç. Çак тапхăрта ĕнтĕ пирĕн ялта кăна çĕр ытла çын выçăпа вилчĕ. Мĕн кăна çимен пуль хырăма тултарассишĕн! Çĕрнĕ çĕр улми, вĕлтĕрен, серте, пултăран, ут кăшкар, мăян, пиçен çулçисенчен шỹрпе, çăка çулçине типĕтсе _ пашалу пĕçереттĕмĕр. Çав çул пашьелсем çур аки те тăваймарĕç. Ял çывăхĕнчи анасене Шăнкăртамри хĕрарăмсем килсе хăйсен лашисемпе тата вăрлăхсемпе сухаласа, акса хăварчĕç. Инçетри хирсене шурут пуснăччĕ. Каярахпа акнă тырăсене çумлама каяттăмăр. Ĕçе тухнăшăн колхоз кунне 150-200-шер грамм сĕлĕ, пăри е вика паратчĕ. Вĕсене алă арманĕпе авăртса яшкана янă. Питравран вара (июлĕн 12-мĕшĕнче) çĕнĕ çĕр улми кăларма пуçларăмăр, кишĕр-хăяр ĕлкĕрчĕ. Утă çулнă вăхăтра колхозра шĕп-шĕвĕ, çăнăх шывĕ евĕрлĕ яшкапа ĕçлекенсене апатлантарма пуçларĕç. Августра вир пăтти çиеттĕмĕр. Çав вире, çĕр улми вăрлăхĕ çитменнипе, кашниех хăй пахчине акатчĕ. Ăна "макар" ят панăччĕ, тĕрĕссипе вăл "чумиза" пулнă. Каярахпа çак культура темшĕн пăрахăçа тухрĕ. Пирĕн кил-йышра выçăпа вилекен пулмарĕ, ĕне пурри çав тери пулăшрĕ. Сĕт-турăх, тăпăрчă, чăкăт çăлса хăварчĕç. Ялта камăн ĕни пулман, çавсем нумайăшĕ тискер вилĕмпе çĕре кĕчĕç. Пирĕн ратнере Илья Еливанов аппăшĕ Виркка аппа тата Палля пиччесен çемйинчен иккĕн вилчĕç. Çав çул уйрăмах Пашьел халăхĕшĕн йывăр пулнă. Ялти колхоз унччен те пуян пулман. Хир ĕçĕсем кая юлса пуçтарăннă. Тухăç начар, ĕç кунĕ пуçне çулсерен тырă сахал уйăрнă, çавна пула халăхăн малашлăх валли запас тырă пулман. Вăл вăхăтра ялти пасарта пĕр пăт çăнăх икĕ пин тенке çитнĕччĕ. Колхоза шанмасăр нумайăшĕ лесничествăра е урапа-çуна тăвакан мастерскойра ĕçлеме тăрăшнă. Ăна "завод" тесе ят панăччĕ (вăл Пасна хĕрринчеччĕ). Вăрçă çулĕсенче уй-хирте пуçтарнă пĕтĕм тырра патшалăха панă. Ун чух пĕр лозунг пулнă: "Пурне те _ фронта, пĕтĕмпех _ çĕнтерỹ валли". Ман шутпа, ял поселенийĕсен администрацийĕсен кашни ялтах 1944-мĕш çулта выçăпа вилнĕ çынсен списокне тума пуçару хускатмалла. Кашни ял масарĕ çинчех вĕсене асăнса халăх укçи-тенкипе ятарлă палăк лартсан та вырăнлă пулĕччĕ. Палăк çине вилнисен хушамачĕпе ячĕсене çырасчĕ. Эпир чăн та ырă чĕреллĕ, çынлăхлă ăру пулас тесен, хальхи тата пулас ăрусене пĕлсе тăма йывăр саманара айăпсăр тискер вилĕмпе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ тăвансен, кỹршĕ-аршăсен, пĕлĕшсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче сыхласа хăварма май тăвасчĕ. Тата темиçе çултан çакна пурнăçлама тăрăшсан та пулмĕ, хĕрĕх тăваттăмĕш çула астăвакансем юлмĕç. Çитменнине тата район архивĕ те пушарпа пĕтнĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"